Чӑвашла

Ярден. Халап.
Швед чĕлхинчен Иосиф Трер куçарнă

Тусăмсене халаллатăп,
Хăвăра хăвăр паллатăр!

Пролог
Çак халапăн тарăн шухăшлă, уçă чĕлхеллĕ прологĕ таçта пурах-тăр; анчах ăна шыраса çÿреймĕп, мĕншĕн тесен халап ăшĕнчен тухайман-ха. Çапла, пурăнма май çук çĕртре пурăнма хăнăхатăн, шанчăку çухалнипе те килĕшетĕн. Эсĕ – çын, çыннăн, тем пулсан та, пурăнмаллах. Алфавит пуррине аса илсен, çырас килет. Кунтан тухса тарасчĕ, киле çитсе курасчĕ… Ĕнтĕркенĕ сăмахсем. Эсĕ – хăвна ху тĕп тунă, ĕнерхи-паянхи пусса лапчăтнă сана. Çул тăваткăлĕнче ниçтал­лисĕр таçталла тăратăн.
Пуçăма каçăр тытрăм, çавăнпа ура хучĕç мана. Пурнăç пире вĕрентет-вĕрентет, анчах ăнман çыннăн – ăнмасть. Çапла эпĕ çак шăтăка лекрĕм. Пуç тăрринче – çăлтăрлă тÿпе. Пĕр çăлтăрĕ теприне чĕнет; этем – этеме çиет. Калав епле вĕçленессе пĕлместĕп, ан та ыйтăр. Пуçласса вара кирек ăçтан та юрать: кирек хăш алăкне уç та – кĕр! Хăрани çеç чарса тăрать.
«Кил» тесен – вăл манăн çук. «Тухса тарасчĕ» тени те пуш сăмах.
Чăн пулнине каламалла, тĕрĕссине – йăлтах, тÿррĕн. Васкамасăр хампа хам калаçам, усси пултăр-и…
Çырнă сăмаха илтсе тăрам.
Мĕн курни, мĕн туйни сирĕн куçăра та курăнтăр.
Кашни сăмахăмра, кашни предложенире.
Вăхăчĕ çитсен ывăлăм та çакна вуласа тухĕ-и, тен. Вара, халĕ хамăра хупласа тăракан пĕлĕтсем ăçтан килнине ăнкарса илĕ-и? Пĕлместĕп. Мĕн тăвĕ? Итлес теекенпе калаçас; çула тухнă çынна тус-юлташ кирлех.


  

           1
Кирек хăш кун та пĕр пек пуçланать. Тунти е вырсарни. Ытлари е кĕçнерни. Пурте – пĕр. Кун килет те каять. Каç выртсан канлĕх тупăнмасть. Ир тăрсан – ывăнчăк пусса тăрать; чăтмалла. Ÿт-пÿ сурать. Начарланса кайрăм; тахçанах курман туссем: «яшланса кайнă эс» теççĕ, тĕлĕнсе. Çывăх туссем вара: «чирлени чылай пулать-и?» тесе ыйтаççĕ. Каçсерен пĕрешкел тĕлĕксем аптратаççĕ. Мана хăвалаççĕ, юнаса хыçран чупаççĕ. Е машшин çума тытăннă пек те ăна вăхăтра çуса пĕтерме ĕлкĕрейместĕп пек. Е «С» блокне машшина кĕртсе лартма тăратăп та тепĕр машшина бамперĕнчен çапăнатăп пек. Абсурдлă темелле. Анчах абсурд мар ку. Тĕлĕксем ман пурнăçран тухаççĕ. Пурнăçăмăн шалти пайне – çынна курăнманнине кăтартаççĕ. Уйăхăн тепĕр питне. Уйăх леш енче эпĕ темрен тытăнкаласа çакăнса тăратăп: никама, ниме юрăхсăрскер. Сывлама пăрах та персе ан: питех те ансат.
Саккăрмĕш çĕр пĕр тăтăш транспорт предприятине ĕçе çÿретĕп, кÿрсе килнĕ тавар çыххиссене суйла-суйла тĕрлĕ çĕре ăсататпăр, аккордла е сехетрен тÿлеççĕ. Ирсерен кăштах çывăрса илетĕп. Смена çурçĕрте пуçланать те ирхи саккăрта вĕçленет. Кашни çыххи хĕрĕх килона яхăн таять. Ăна йăтмалла та шуса тăракан хăю çине ывăтмалла. Сакăр сехет хушши килсе тăратнă çăк ураписене пушатмалла – ултă пин çыхă. Эпир иккĕн, хăйăвăн кашни енне – пĕрер çын. Теприсем цехра унта-кунта çÿреççĕ, пĕрре – çыхă ывăтаççĕ, тепре – çăк урапипе ярăнса илеççĕ, ăна-куна тĕрĕслем тăваççĕ, таçта кайса килеççĕ. Эпир пĕр вырăнтан тапранмасăр ĕçлетпĕр. Сехечĕ-сехечĕпе. Хул-çурăм ыратни иртсе каймасть. Саккăр çурăран иккĕччен çывăрса илетĕп. Темскер мана çĕр çумне лапчăтса хунăн туйăнать. Пуç çĕклейми йывăр. Çăлăнас тесен, тата шаларах лапчăтса хурать.
Паян мана хирĕç урăх çын тăрать. Халиччен тăваттăн улшăнчĕç. Чуна хавхалантаракан ĕç, тесе калаймăп, паллах. Эпĕ хам та çын вырăнне килнĕ; унччен кунта штатра тăраканни ĕçленĕ, ăна, теме пула, «юрăхсăра» кăларнă та, мана, кирек ăçта та ĕçлеме хатĕрскерне, илнĕ. Ĕçтешсем.
    *
Ĕçрен пушă самантсене кăмăллаттăмччĕ; илĕм-тилĕм ир, тĕнче палăри-палăрми чÿхенсе тăрать – кĕтни килсе çитессĕн туйăнать. Лăпкă. Канлĕ. Сăвва кĕмесĕр юлнă уйрăм йĕрке пек ирĕклĕ. Паян – апла мар. Паянхи ир «пĕчченлĕх» тесе вуланать. Халиччен ăçта кăна çĕр каçса курман пулĕ: парксенче те, кимĕсем айĕнче те, пульницасенче те, полицире те. Килте çĕр каçнисем пулкаланă, паллах, анчах вăраннă-вăранман унтан тухса тарма тĕвĕ тăваттăм, тухса тараттăм, нимсĕр-мĕнсĕр, çĕнĕ кил шыраттăм. Килте юлнисем те пулкаланă.
Килте.
Акă, килте вăранатăп, тăна кĕрсе çитиччен темиçе минут хускалмасăр выртатăп, çав вăхăтра хам кунта ют çын пулни çинчен шухăшлатăп: кунта мана юратмаççĕ, эпĕ те вĕсене килĕштерместĕп. Вăранса çитиччен, куçа уçса хама палласа илейиччен вăхăт самай иртет. Палланă сĕтел, выртнă вырăн, ĕçес эмелсем. Кун çырвĕнчи йĕркесем. Ăс-тăн кунсерен хухса пырать. Сывлăш çавăрмассерен йăшса пыратăп.
Куç хупмасăр çĕр каçнисем вунтăваттă-вунпиллĕксенче пуçланчĕç. Çывăрса каяймастăмччĕ. Куçа хупсанах сывлама чарăнассăн, вилсе выртассăн туйăнатчĕ. Пурăнас килни çĕнтерчĕ. Çавă пурăнас килниех мана çырма хистет пулĕ тетĕп: таврашăмра мĕн пулса иртнине ăнкарайми, япаласене ят парайми пулсан, хама пăвса вĕлересси çеç юлать.
Парăнма хатĕр пулнине манса, эпĕ çырма тытăнатăп.
Пире хупăрласа илнĕ хура каç витĕр тухакан çутă çĕмренĕ вырăнне пултăр эпĕ çырни.
       *
Эпĕ хăратăп, хăравăм ал-урана тăлланă паралич мар, вăл – йăшăл хăйăр пичĕпе утса пынă чухнехи шиклĕх. Çурăм шăмми тăрăх сивĕ пăр татки чупать. Пĕччене юлтăм, юрĕ-çке. Шыва хирĕç пĕччен ишме хăтланăп. Выляв автоматĕнчи шарик пек унталла-кунталла ывтăнатăп.
Ир пуçланчĕ. Тавралăх улшăнса пырать. Тахçан хам мĕнешкел çын пулнине шухăшлатăп, çав çын ĕмĕлки таçта çÿрет пек, паян мĕн шухăшлани, мĕн туни çав çынна – пĕр вунултă çул каялла е ултă уйăх маларах пурăннăскерне – пырса çапăнать те ман патăма таврăнать. Эпĕ те улшăнса пыратăп; хама– паянхине– ыран палласа илеймĕп.
Çăвара йÿçĕ анчĕ. Чылайранпа чирлетĕп. Ăшра халиччен пĕлмен чир, тайлăк ăсра ĕмĕлкесем хуçаланаççĕ. Вĕсен ятне-сăнне пĕлес килет, анчах та вĕсем кашни самантра улшăнса тăраççĕ, çухалаççĕ. Ниме ĕненмесĕр, никама шанмасăр пурăннă кун ытла та нумай, çынна çын пулăшнине курман эпĕ. Çакă çеç паллă – тĕнче вырăнта тăмасть.

       *
Эпир хамăр – тамăк.
Çакăнпа килĕшесех килмест, çапла-и? Ахаллĕн вăлтса, тем урăххи çинчен каланăн туйăнать пулĕ. Тамăкри пурăнăç урăхла. Тамăк вăл ятарлă вырăн çеç мар; çынран çын сивĕнни, эпир пĕр-пĕринчен ютшăнни – чĕр тамăк. Пĕр-пĕрне курмăш, пĕлмĕш пулни. Сут тума васкани. Ĕмĕртенпех çапла. Сасартăк çав хура ĕмĕлкесем ăшра йăшăлтатма тытăнаççĕ, шăтăкалла туртаççĕ, кунĕ-кунĕпе, уйăхĕ-уйăхĕпе. Тата мĕн калас? Пĕлместĕп. Çакă çеç. Тамăкра вăхăт чуппи çук. Вăхăт вăл тамăкран тухсан пуçланать.
Туссем сана тус темĕç; тахçан тус пулнисем çухалса пĕтнĕ, тĕтре пăсĕнче ирĕлнĕ. Каçсерен такама чĕнсе кăшкăратăп, çутă ыйтса тĕттĕмлĕхре кашкăрла ÿлетĕп. Каласан – никам та ĕненмĕ. Эпĕ Ярдента çиллĕ, пăрлă çумăр айĕнче çÿренине пĕлмеççĕ. Мана та хĕрарăм çуратнине ĕненмеççĕ. Тарса çÿренипе инçе каяймарăм. Пĕр ирхине, кĕтмен çĕртен, ÿт-тире кĕсен тапса тухрĕ. Ал тупанĕнчен пуçласа пĕтĕм ÿте хупласа хучĕ.
       *
Пур халапăм та манăн пĕр пек пуçланать. Тул çутăлать, кивхула, Мальмĕ. Мĕншĕнне хăвăр та чухлатăр – вилес килменрен çĕрĕпе çывăрмасăр çыратăп.
Шыв хĕрринче капашсăр пысăк çăк паромĕсем палăрса лараççĕ; хунарсем сулланаççĕ. Меллерста гаванĕн икĕ хĕрри те туп-тулли. Хунарсем сулланаççĕ. Унталла-кунталла. Унталла-кунталла. Каç тĕттĕмне хăвалаççĕ. Пĕр сÿнсе, пĕр çуталаççĕ. Шĕвĕ тĕтре юхса тăрать.
Каç тĕттĕмне хăвалакан çутă пирки.
Хунарсене кăнтăрла иртсен тăваттăра çутаççĕ те ирхи тăххăрта сÿнтереççĕ. Мальмĕри каç – вăрăм. Аслă шкул çумĕнчи бензозаправка улттăра уçăлать; Ярдена машшинпа çÿренĕ чух эпĕ унта бензин туянаттăм. Юлашки вăхăтра хама хам килĕшми пултăм: айккинчен пăхсан, мана виле сăнĕ çапнă е ухмаха тухнă, теме пулать. Хушăран пите çутă сăн килни пулкалать, килет те çухалать. Часрах çырма тытăнмалла. Çырни йăлтах чăн пултăр. Курнăçланас, хăлаçланас вăхăтсем иртсе кайнă. Çакă çăра тĕттĕмлĕх çеç тăрса юлнă, хура шăтăкран мана ятран чĕнсе шăхăраççĕ.
          *
Çын ăнланман сăвă пек, вăрăм та йывăр каç, хăй ытамĕнчен кăларасшăн мар. Мальмĕ. Ман хула. Унăн çыннисем. Тухаймастăп, алăкне тупаймастăп, вăй пĕтрĕ. Каялла, хам патăма таврăнмалла. Меллерста гаванĕнче пурăнатпăр, Ирĕклĕх гаванĕ унтан инçе мар, ун çийĕн хывнă кĕпер-виадук. Килтинчен ытларах вăхăта çак кĕпер çинче ирттеретĕп.
Çакăнта ман калавăм хăйĕн хуппи-тĕшшине шырать, çакăнта – ман вырăн, çакăнтан çеç калаçма пултаратăп. Эпĕ – çын. Тĕнчери вырăнăм çакăнта. Сăмаха ĕненмесĕр, çыннăн ĕçне сăнатăп. Тĕпрен аркатнине çĕнĕрен купаласси мĕн хака ларнине пĕлсе çитрĕм. Пире çăлма килекен Чăнлăх çинчен анне ман пата вĕçĕмсĕр çырса тăратчĕ: «Пирĕнтен туртса илни хăçан та пулин каялла тавăрăнĕ, пирĕн вырăна пурнăç пурăнакансем тĕп пулĕç!»
Чăнах та, шанăç вăл тăр-пĕччен тăрса юлсан çеç тупăнма пултарать. Ют пурнăçпа пурăннисем иртсе кайрĕç. Ăсран тайăлсан çын пĕччен пурăнма май шыранине ăнлантарма йывăр. Йăлт пăтранать. Чăнах.
Пурăнса иртнĕ пурнăçа аса илнĕ чух йăнăшнисĕр пулмасть; пурне те епле астуса тăрăн?
Ыйтăр манран. Тĕнче ÿте сĕвет. Вутпа чĕрсе çырать.
Пулманнине «пулнă» теместĕп, хам мĕн чăтни-тÿснине калатăп.
       *

Тĕттĕм шыв çийĕпе ал хунарĕн çути чупать, филипппинсен каçхи хуралĕ палуба тавра çÿрет пулас. Ыттисем пекех вăл та пăр нÿхрепĕнчи пек тумланнă. Филиппин çынни. «Çак пĕтме маннă филиппинсене пăхсах тăр!» – тет пулĕ мăкăртатса. Андерс та, Х блокĕн карти умĕпе иртнĕ чух автобусне чарса кантăкне уçать те çăк карапĕ еннелле: «Эй! Пĕтме маннă филиппинсем!» тесе кăшкăрать. Калпакĕсем икĕ сийлĕ. Хутлă-хутлă. Вĕсем шăнса хытни аякранах палăрать. Çавра хыççăн çавра тăвать. Хуралта вĕт. Карап хуралçи. Çÿлти палуба çинчен хĕсĕк пусма картлашкисемпе аялалла, тепĕр палубине анать, унтан тата теприне. Ку карап çине миçе пин машшин кĕртсе лартнине астумастăп. Сайра хутра карап кухнинчен юрлани илтĕнет; унашкал хурлă кĕвĕ тĕнчере çук. Кĕтмен-туман çĕртен пуçра янăрама тытăнать.
Филиппинсемпе эпир пĕр тăван. Пĕр-пĕрне ют, анчах атте-анне – пĕр. Аннемĕрĕн ячĕ – «ăсран тайăлнă», аттемĕре вара «килтен тарнă» тесе чĕнеççĕ. Эпир ĕçре пĕр тăван. Çак капашсăр пысăк карапа шалтан пĕлетĕп: маччисем лутра, речĕ-речĕпе машшин лартса тухнă, унта сивĕ, нÿрĕ.
23 М пристань хĕрринче ларакан «Морнинг Глори» пĕр тĕрлĕ (марккăллă) машшин çеç турттарать. Японирен, Балтика тăрăхĕнчен, Финляндирен килнĕ карапсем çинче тем тĕрлĕ машшин та пур, анчах эпир вĕсене тĕкĕнместпĕр, эпир, Ярдента ĕçлекенсем, пĕр тĕрлĕ марккăпа ĕçлетпĕр.
Хам çын пулнине манман-ха; çынла шухăшлатăп, туятăп, ăшри тискер кайăка çĕнтерме тăрăшатăп, тискерлĕхе парăнма юрамасть. Çын хушшинче çын пулмалла; урăхла май çук.
Классиксене вулатăп, кирлĕ хурава чун-хăват литературинче тупас теетĕп, анчах та мĕн тупни, типĕ кăмпа пек хыпса илсе кĕл пулать. «Кармел ту çине хăпарас тесен, –тенĕччĕ мана пĕр кармелит манахĕ, – тÿрем çĕрте канăç тупмалла. Çÿлтине хапсăнмасăр малалла утмалла».
Тĕрĕс. Кунта эпĕ канатăп. Çын мĕн тунине çеç мар, вăл, хăранă чух, епле сăнне улăштарнине те куратăп. Хăрав ал-урана çыхать.
        *
Тулса çитни ăшран тухма çулне тупатех. Халапа уçса кĕме алăкĕ нумай. Хут çине килсе ÿкнĕ кашни калав ытти çырман калавсене айккинелле сирсе хăварать; анчах тимлĕн вулакан каламаннине те ăнкарать. Унăн куçĕ эпĕ çырса кăтартнă тĕттĕмлĕхре ытти тĕссене те курать: сарă ылтăн курать-и вăл, е çутă кĕмĕл … йăлтах çын мĕнле шухăшланинчен килет.
Тепĕр чух пуç шăммине пăраласа шăтарăттăм; ăшри канăçсăр кайăксене вĕçтерсе ярăттăм. Пуçа пушатасчĕ, сăмах пек, сăвă пек ирĕклĕ пуласчĕ. Чĕлхе тупасчĕ.
Пĕр кермен ларать, тет, чулĕ тĕпренсе пырать, тет. Вăл ларнă вырăн пĕчĕкленсе, хĕсĕнсе пырать, тет. Хĕсĕнсе çитсен, кермен шалтан сирпĕнсе каять, тет. Ун вырăнне чĕре пысăкĕш пĕр чăмăркка чул тăрса юлать, тет.
Çырасси – çăмăл ĕç мар. Пули-пулмине çырса кăтартичен – çырманни.
Çак сăмахсене çырнă вăхăтра аслати килсе çапрĕ; тавралăх сăнне улăштарчĕ. Çиçĕм чупписĕр пуçне нимĕн те курăнмасть. Эпир – çынсем – халь-халь хыпса илес çиçĕм чăмаккисем. Пиртен кашни – асамлăхпа тулнă шанчăк çÿпçи. Хыçра юлнине астуман пулсан, çитнĕ вырăнтан тапранмасăр çак тĕнчене чун витĕр кăларман пулсан, эпир пули-пулми çÿрмесем е чунсăр чул катăкĕсем çеç пулса юлнă пулăттăмăр.
Калава кĕрсе юлнă аслатиллĕ çумăр та – çав çÿпçерех.


Кашни ир кухньăри сĕтел хĕррине ларатăп та пĕр-икĕ йĕрке çырса хума хăтланатăп. Алă хăйне хăй, унталла-кунталла çÿрет. Вара тĕнче палăра тытăнать. Хуллен уçăлса пырать. Эпĕ хам тĕнчен пĕр тĕпренки пулнине ăнкарса илетĕп. Кашни кун, çапла, хрусталь пек таса пĕр йĕрке çырас пулсан, çулталăк вĕçне манăн «Çулталăк поэми» хатĕр пулнă пулĕччĕ тесе шухăшлатăп вара.
Ĕçĕн тĕшши çав сăвă ярăмĕнче пулĕччĕ; çапкаланчăк туйăмсем те унта çĕр каçмалăх вырăн тупĕччĕç.
Анчах пулмарĕ.
Ун вырăнне мĕн пулчĕ?
Пĕлместĕп.
Пурнăç çапла килсе тухрĕ, пăтратрĕ теместĕп: хывăх вĕçтерес килмест. Кам çинчен çыратăп – çавсем пурте пурăнаççĕ, сывлаççĕ. Эп пĕччен мар; çак шухăша тĕпе хурса çыратăп та: çын пĕччен мар. Эпир – пĕрле. Çырнă чух çакна асран ямастăп, çак шухăш ман хыççăн ĕмĕлке пек çÿрет. Куçа шартакан хĕвел çутинче те çухалмасть. Çав тери ансат.
Пурте эпир пĕр çыхăра: манран аякра пурăнаканĕ те, юнашарти те, ирхине апат кукрине кĕрсен: «Чиперех пуль, Кристиан?» тесе ыйтаканĕ те. Солидарлăх. Кашни тĕпренкĕ аслă пĕрлĕхĕн пĕр пайĕ.
Аннен чирĕ пуçланнă вăхăта астумастăп, унăн чăн пурăнăçĕ, театрти чаршав пек, икĕ еннелле шуса уçăлнă та, вăл урăх тĕнчене лекнĕ, аттене те астумастăп, татăк-кĕсĕкĕн темĕн аса килет, çĕçĕпе чикнĕн ыраттарать. Аттен сăн-пичĕ, алли, нихăçан та тÿрре тухман сăмахĕсем. Эпĕ атте-анне пурăнăçĕн ахрăмĕ çеç. Уйрăм пулин те – пĕр çыхăра.
       *
Çумăр килет. Тĕттĕм хура хупласа илчĕ. Шыв пичĕ шатраланчĕ. Гавань кукрисенче пулă вылять: краб, çĕлен пулă, камбала. Ярдена хирĕç – тимĕр-тăмăр склачĕ. Пăрахăç тимĕре купан-купан уйăраççĕ, лапчăтаççĕ, лутра паромсем çине тиеççĕ. Эпир карта çумĕнче тăратпăр, решетке витĕр килен-каян паромсем лайăх курăнаççĕ. Эпĕ кунта ĕçлеме пуçланăранпа индустри предприятийĕсенче виçĕ пушар пулчĕ; çунса пĕтмен ăпăр-тапăра, резин юлашкисене кунта килсе тăкаççĕ. Мĕн пуррине йăлт хура çурхах пек хăрăм витнĕ. Вĕлересле çунăк шăрши. Пĕрремĕш пушар хыççăн вăл усăллă пулнине эпĕ те ăнлантăм. Пушар хыççăн ĕç хутшăнать. Машшинсем çуллă хăрăм çурхахĕпе витĕнеççĕ. Çуса тасатмалла. Кунĕ-кунĕпе, эрни-эрнипе…
Сехет шучĕ ÿсет. Пушар пирĕн хырăма тăрантарать. Автопроизводство чаксан, пирĕн те сехет шучĕ чакать, çавăн пек чух: «атьăр, атьсем, пушар кăларар, ĕç хутшăнтăр» – тесе шÿтлесе илетпĕр. «Ĕненмесен, ан ĕнен, – тет Ахмед, – пĕлтĕр сакăр уйăх хушши, кун сиктермесĕр, машшин çурăмăр!»
Çÿллĕ çăк кранĕсен кăнттам хускалăвне кашни кунах пăхса тăратăп. Пушартан юлнă тимĕре пĕр купана, урапа резинне тепĕр купана пухса лапчăтаççĕ. Арслеф портĕнчен килнĕ лутра паром юнашарах ларать. Чарлансем. Пĕр кролик картишĕнчен тухма шăтăк шыраса чупса çÿрет.
Темиçе эрне каялла курнине манассăм çук. Хĕвелпе хĕрнĕ машшинсем айĕпе пĕр чарлан чĕппи тайкаланса çÿретчĕ, шыв хĕрне анса тăванĕсене тупасшăнччĕ пулас. Каç енне, киле таврăннă чух, унăн вилли пĕр машшин айĕнче выртни курăнчĕ.
Çара, тискер тавралăх.
          *

Картине тытнă, алăкĕсене хупнă. Пире çавăрса илнĕ. Каçсерен хурал çÿрет, тимĕр карăнтăк тавра çавра хыççăн çавра тăвать. Хупса лартнă çын хăйне епле туйнине аван пĕлетĕп. Нумайлăха-и, сахаллăха-и – мана хама пĕрре мар тытса хупнă. Хупса хунăран савăнни те пулнă, макăрни те.
Хам çынсенчен уйрăм тăнине час-часрах туйма пуçларăм.; тискер кайăксемпе пурăннă пек. Çынсем таракан кĕтĕвне çавăрăннă пек. Пире пĕр-пĕрне кăшлама çуратса янă пек.
Çынлăх шăрши-маси те юлман; çакнашкал вырăнта çеç çынлăх мĕн иккенне ăнкарса илме пулать; эпир – этемлĕх. Эпĕ – çын. Çынра çукки манра та çук. Ярденти туссенчен пĕри – Джим. Вăл, Бостонта темиçе çул çапкаланса çÿренĕ хыççăн, нумай пулмасть Швецие таврăннă. Тăрăшса ĕçлет, йĕркене пăхăнать. Вăл ман пекех пĕччен пулнине тÿрех ăнкартăм. Çын çинче пуç каçăртмасть, ыттисем пекех пуласшăн, анчах питне вилĕм сăнĕ çапнă. Библи кĕнекинчи тупăкран чĕрĕлсе тухнă Лазарь евĕр курăнать. Анчах та ахаль çынсем хушшинче пурăнма пĕлмест. Сивĕре те, ăшăра та вăрăм çанăллă çăм кĕпепе çÿрет. Мĕншĕнне хăшĕ-пĕри ăнкарать пулас. Теприсем ун çине пăхмаççĕ те. «Швецие килнĕ хыççăн нарколог патĕнче пултăн-и? – тесе ыйтрăм пĕрре. Вăраххăн пăхса тăнă хыççăн: «Тек манăн ун патне çÿремелле мар» – тесе пăрăнса утрĕ.
Çавăнтанпа манран пăрăнса çÿреме тытăнчĕ.
Çынна пĕлме юраман япала ман пурнăçра та нумай, кулленхи çырăмсене вуласан…. Манпа пĕр ÿсĕмрисем, Вэрнхемсторгетра çуралса ÿснисем вилсе пĕтнĕ, чĕррĕн юлнисенчен пĕри тĕрмере ларать, тепри – сываласшăн тăрмăшать. Мана вара тĕрмене лартнин те, сыватнин те усси çук. Тĕрмепе ирĕклĕх хушшипе çÿретĕп. Ăçта пырса çапăнассине пĕлместĕп.
Эпĕ унта та, кунта та. Эпĕ – çутă та, тĕттĕм те.
         *
Ярден. Картиш. Тем пысăкăш тăваткал парковкă, ăна пĕчĕкрех тăваткăлсене пайласа тухнă. Карта хĕрринче кантур çурчĕ пытанса ларать. Йĕри-тавра – тимĕр карăнтăк, тимĕр картара – тимĕр йĕрке. Çул паллисем. Йĕрĕсем. Машшин лартма вырăнсем. Шалти тултине пăхăнса тăрать. Сăрăпа йĕрлесе тухнă паллăсене тепĕр чух асăрхаманни те пулать. Пĕр ирхине кантуртан киле шăнкравларĕç, эпĕ авари тунă иккен, ларакан машшина пырса çапнă, çакăн çинчен кантура пĕлтермесĕр, ĕçрен тарса кайнă, тесе айăпларĕç. Хурал камери çырса юлнисене каялла çавăрса пăхсан айăпли урăх çын пулни курăнчĕ, анчах пурĕпĕр темиçе эрне ĕçе кĕртмерĕç. Пĕчĕк тĕнче пысăкраххипе çапăнчĕ, укçасăр çÿренĕ виçĕ эрне ĕмĕр тăршшĕн туйăнчĕ. Юлашки кĕнекесене сутса, вак-тĕвеккĕн кивçенленсе пурăнтăм.
Каялла ĕçе пытăм та: ман шкапăн алăкне çĕмĕрсе уçнă, унта такамăн япалисем выртаççĕ. Манăнне кăларса ывăтнă. «Машшинсене çапăнтараканни хăйĕн айăпне йышăниччен сана каçхи сменăна куçартăмăр, кăнтăрла тепри ĕçлет», терĕç. Пире пурне те аван мар. «Тен, хамах çапăнтарнă, тесе шухăшлама пуçларăм, сиссе ĕлкĕреймен пулĕ, мана пула теприне ĕçрен кăларса ывăтĕç тата?» Пурнăçра ăнланман япала нумай, хама айăпласан – хама çăмăлрах.
«Эпĕ пулнă вăл» – терĕ Тэдди, – эпĕ çапăнтартăм». Текех ĕçре курăнмарĕ.
Ярден. Карта. Кунашкал вырăнсенче пĕрре мар ĕçленĕ. Кунта сана ятран мар, номертен паллаççĕ, номерпе тумтир параççĕ. Ăна илнĕ чух: «Çурсан е юрăхсăра кăларсан, хакне тÿлетĕп» – тесе алă пусатăн.
Каçхине Х картине хирĕç пристань хĕрринче чарăнса тăмалла пулчĕ. Карта сыпписене блок ячĕпе калатпăр: Х карти. Паян эпир васкамасăр, вăхăта тăсса ĕçлетпĕр. Балтика тинĕсĕпе тĕнчене салатас автосене çыран хĕррине кăларса лартатпăр. Блокран илсе тухатпăр та карта сыппи умне тăратса хăваратпăр. Ĕçĕ – идиотсем валли. Малтан карта умне икшер ретĕн лартса тухатпăр, унтан ыран хĕррине, пристане леçетпĕр. Пристаньте машшинсене Копенгаген-Мальмĕ-Порт çыннисем йышăнаççĕ те паром çине тиеççĕ.
Вăхăта тăсмалла, вăрăм вăхăт – вăрăм укçа. Ультрарапидлă кинори пек тăсăлса та ярăнса кăна утатпăр. Ĕç йывăр мар чух ăшра темĕнле ирĕклĕх пекки хĕвĕшет. Уру утать, пуçу ĕçлет, шухăшусем карта хĕррипе чупса тинĕспе пĕлĕт хушшинчи çуткам хăйăва çапăнаççĕ те çăра сĕмлĕхре çухалаççĕ.
         *
Карта тулашĕнче вăхăта тăсса тăнă чух анне темиçе хут аса килчĕ. Пуçламăшĕ çапла. Кашни халапăн уçса кĕмелĕх алăкĕ пур. Тепĕр чух вăл куçа курăнмасть те; тухма пуçтарăнсан çеç хăш алăкран кĕнине аса илетĕн. Пĕтĕмлетсе каласан: эпĕ – типнĕ çăл тĕпĕнче. Тухасси паллă мар. Никам та ал тăсса памĕ. Никам та çук. Ÿтрен чĕпĕтсе ман витĕр пĕчченлĕх сăрхăнать, çапла пурăнатăп. Пĕчченлĕхĕм, мана лутăркаса, ленчешке тăвать. Эпĕ хама хам хÿтĕлеме пултараймастăп. Мĕн юрать, мĕн юрамасть мана? Паллă мар. Ахмед та пĕлмест çакна. Калăпăр, ноль градусра машшин çума юрать-и, юрамасть-и? Эпир вунпилĕкшер машшин çăватпăр, шыв самантрах тумтире витĕр илет, урари пушмака тулать. Анчах та ку – пуçламăшĕ мар. Каç ĕçлеме юлтăм, ĕçлетĕп. Ĕçлемелле. Çакăнта чарăнса тăмалла та. Карта тулашĕнче тăнă чух анне пуçа килчĕ. Вăйлă çил вĕрет. Эпĕ пĕчченех тăратăп, кам та пулин хама ятран чĕнессе кĕтетĕп. Чи малтан: «анне епле пурăнать-ши, халĕ мĕн тăвать-ши?» – тесе шухăшласа илтĕм.
Асилÿсем шуса тухрĕç. Пĕри, тепри. Мĕншĕн хăваласа ямарăм вĕсене? Калама йывăр. Мĕншĕн, халиччен тунă пек, килнĕ-килмен пуçран кăларса ывăтмарăм?
Анне мĕншĕн аса килет? Сăлтавĕ – тĕрлĕ. Чи малтан, ку шанчăк çухалнă чух, ним тума та пĕлмен вăхăтра пулать.
Ăсран тайăлнă тĕнчене пăхса тăрасси çеç юлать, ăна ăша илмесĕр пултараймастăн, майĕпен вăл сан ÿтÿнте хура юнне чуптарма тытăнать.

         *
Тавралăха икке пайлакан хапхаран кĕрсенех Ярдента симĕс сăрăпа сăрланă, велосипедçăсен çулĕ пек ансăр сукмак выртать, раздевалкăна та кантур çуртĕнчи столовăя çав çулпа çÿретпĕр. Утмаçултан пăрăнма юрамасть. Чару, пăхăнтару, ăсран тайăлтару. Çĕр тĕпне анса пынă пек – сывлăш çавăрса ил те, малалла çак шăтăка чăм. Чăн тĕпĕнче анне ылханĕ шăхăрса тăрать: «Эс пăсăлнă, çакна пурте пĕлеççĕ, аçу хăраххи, пĕтменскер!» Каялла çаврăнса пăхсан ăссăрлăхпа вилĕм çеç куçа курăнать, тĕкĕр умĕнче тăм тивнĕ пит-куçпа тăнăн. Чухăн ăратти. Чухăнсен класĕ. Шăнса вилмелли çын.
Ярдентисен пурин те пĕр шăпа. Эпир пĕр пек, пĕр тĕслĕ. Тĕнчере пирĕншĕн кунтинчен ырă вырăн пулас çуккине пĕлсе тăратпăр.
Вырăнтан вырăна машшин куçар. Кĕлеткÿ ĕçлетĕр; пуçу ирĕкре – шухăш шухăшлать. Шухăшу тинĕспе пĕлĕт хĕрринче чупать. Пĕр япалана тепринпе танлаштарать. Çынна çаврăнатăн. Çĕнĕрен, каллех. Пулкалать ун пекки; ытларах чух çын тĕсне тупаймасăрах юлатăн.
Халĕ, акă, кĕлеткене шанчăксăрлăх пусса тăрать. Тухма çул çук. «Чăтса ирттересчĕ, – тетĕн ун пек чух, – кайран аптрамăпăр».
Вăхăт шăвать, кăнтăр çутинче хăрăм кăларса çунакан çурта пек ман ĕмĕрĕм. Çырма хистет; пуç мимин тĕттĕмлĕхне çиçĕмсем хыпса илеççĕ. Сывлăш çавăртăм, вилĕмрен хăтăлтăм. Кĕлеткем каллех ĕçлеме хатĕр.

          *

Сăвă пахалăхĕ саспа вуланăран палăрать; вăл хуппине хывса пăрахать. Çакна эпĕ шалтан туйса тăратăп. Мĕн пурри улшăнать. Çырнă сăмах хыçĕнче пиншер çырăнман сăмах илтĕнет, кашни хăйĕн янравне тупасшăн, тепĕр чух эпир вĕсене илтме те пултаратпăр. Анча та эпĕ – çыравçă. Чылай çул шăппăн пурăннă. Урăххисем çырнă, урăххисем ман вырăна калаçнă. Çурт-йĕр купаланă вăхăтра Стагнелиус сăввисен çемми-таппипе киленме пултарни – фантастикăлла япала. Альмквист пек сăвă кĕвĕлĕхне туйса ĕçлесси те манран пулас çук. Çавах та: ирсерен, каçсерен темĕн çыратăп. Машшин юсатăп-и – пуçра сăвă йĕрки, çăк çыххисене транспортер çине ывăтатăп-и, каллех сăвă йĕрки. Анчах та Стефан бригадир транспортер хăйăвне епле чармалли çинчен тем пек ăнлантарсан та – ăнланмастăп. «Тăн çитменрен мар, – тетĕп ăна, – халь эпĕ кунта мар. Ĕçре мар, сăвă йĕркисем хушшинче çÿретĕп, вĕсене пĕр çĕре пуçтармалла манăн».

           *
Кашни ирех çыратăп. Анчах, тем пек тăрăшсан та, калас тени хут çине килмест. Сĕтел çинчи тĕпренчĕксене шăлса урайне ывăтнă пек пире те шăлса ывăтаççĕ, пĕр-пĕринчен уйăраççĕ. Сĕтелĕ таса пултăр, Урайĕнчи тĕпренкĕ никама та кирлĕ мар, – çакăн çинчен çырмалла манăн.
Пĕр йĕрке, пĕр çаврăм, пĕр страницă. Тĕнче уçăлать те эпир пĕр-пĕринпе калаçма тытăнатпăр. Хам тĕл пулнă çынсем çинчен çыратăп, пĕрин хыçĕнче тепри пытанса тăрать. Пуяннисем, чухăннисем. Пуяннисен класĕнчен чухăннисем патне куçатăп. Киле таврăннă пек. Пуянсем хушшинчен чухăннисемсем патне.
Хальхи çырма шухăш тытнă халапа ачалăхри сăвă йĕркисем йăпшăнса кĕреççĕ. Хурататăп вĕсене, чĕрсе пăрахатăп, çапах та ÿпкерен хуллен тухакан кашни предложени айĕнче – тахçанхи пĕчченлĕх, ĕненÿсĕрлĕх вăранать, хăйĕн сăнне-хапине шыраса çÿрет. Çапла. Йăлт иртни килсе хуплать. Сывлăш çавăрмалăх çеç эпĕ шывран пуçа кăларатăп. Калавăма сăвăпа вĕçлес тетĕп. Сăвă пурне те çырлахтармĕ, паллах, анчах унсăр та юрамасть. Май килмест.
Ярдена раштавра ĕçе килсе кĕтĕм. Кун кĕнекинче çав ир: «Пăр, йĕри-тавра пăр. Пĕчченлĕхĕмрен хăтăлнине ĕненессĕм килет» – тесе çырса хутăм.
Тепĕр чух çакна чăнах та ĕненетĕп; йăлтах хыçра юлнă, тинех ирĕке тухрăм. Çакна халĕ ăнланатăп.
Кашни ирех çыратăп. Нумая хапсăнмастăп. Вăрансанах кофеварккă чашлама тытăнать, пиçнĕ кофене пластик куркана тултаратăп та йытта уçăлтарма илсе тухатăп. Шыв хĕррипе çÿретпĕр. Тултан кĕрсенех çырма ларатăп. Кашни минут хаклă.
Вăхăт çитмест, васкатăп. Эп çырнине вуласшăн никам та антăхмасть, паллах, никам та вĕсем пичетленессине кĕтмест. Хам çинчен çыратăп. Эпĕ çырни – пиншер çул каялла сÿннĕ çăлтăр çути, – халь тин вăл çĕр çине çитсе пырать. «Ан хăра, – тетĕп ывăлăма – пуçна ан ус!»
Çак халап тăвăллă тинĕсе ывăтнă кĕленчери çыру, таçти çыранта ăна кам та пулин тупса вулĕ, çапла шухăшласан хама пĕччен мар пек туятăп.
Пиллĕк иртни пилĕк минутра килтен тапранмалла, ĕçе юлса çитме юрамасть. Çурран çÿретĕп. Çывăх мар. Çапла кашни ир пĕр çирĕм минут çырма вăхăт тупăнать. Мĕн çинчен пĕлтерес килет: юрату çинчен. Юрату çеç пире çывăхлатать, хушшăмăра тултарать. «Ыттисене мар, хăвна ĕнен, – тетĕп ывăлăма, – сан тÿрĕ, çÿллĕ пулмалла».
Ывăлăм. Савăнăçăм. Эпĕ тĕттĕмлĕхе кайсан, кунти кун çутинче юлас манăн евĕрĕшкелĕм.
           *

Тин пиллĕк çапрĕ. Йыттăм канма выртрĕ. Ача çывăрать-ха. Вĕтĕ çумăр ÿккелет; каярахпа вăйлă çил килĕ, кун каçа вĕрсе тăрĕ, пăр çуса иртĕ. Пĕтĕм ÿтре ывăнчăк сăрăлтатса тăрĕ.
Çырма ларатăп. Кашни кун çапла, иртерех тăрса, çырма тăрăшатăп. Медитаци туни. Чун канăçĕ. Ухă йĕппи сывлăшра çакăнса тăнă евĕр. Кайнисем таврăнаççĕ, чĕррисем айккинелле кайса тăраççĕ. Шăм-шакра çăмăлланать; сÿслнчĕк пÿрнесем сасартăк, шухăша хăваласа, клавиатура тăрăх чупма тытăнаççĕ. Çыраканăн пăхса-курса тăмалла. Мĕн калас тенине каламалла. Акă, ку – эпĕ хам; çакă – эпĕ пурăнакан пурнăç, вăл яланах кирлĕ пек пулса пымасть, çавăнпа «эпĕ хам» тесе яланах калаймастăп. Тепĕр чухне мана улăштараççĕ, урăх çын тăваççĕ, хама паллами пулатăп, «ку – эпĕ» тесе калаймастăп, çав такам мана пĕлмĕш пулать.
Ярдена ĕçе кĕнĕ чух паракан ыйтусене çынран мăшкăллама шутласа кăларнă пулас. Çÿп сăмах купи. Мĕн пирки сăмах пынине пĕлетпĕр. Ман пек ĕç шыракан кунта çĕршер килсе каять. Çĕнни нимĕн те çук. Йăлт ансат. Анчах та çынна тĕрĕслемелле. Икĕ кĕлетке – хире-хирĕç. Икĕ çын. Пĕрин тумĕ ятуллă, теприн – шĕлтĕр-шелтĕр. Суйлаççĕ. Ыйтаççĕ: Ярден тăрăх мĕн хăвăртлăхпа çÿреме юрать? Ларкăч пиçиххине çыхмалла-и? Юлташпа иксĕмĕр пур ыйтăва та тĕрĕс хуравлатпăр, пире ĕç тумтирне илме хут çырса параççĕ. «Кунта сире пуçран шăлмĕç, анчах чĕререн хисеплĕç, çакна ан манăр», – тесе асăрхаттараççĕ.
         *
Ĕçе çитме Меллерста гаванĕпе Анат гавань хушшипе утмалла, Турнинг Торсоран пăрăнса скейтборд карти хĕррипе Докан районне кĕретĕп те вăрăмах мар кĕпер тĕлне тухатăп. Çул шыв хĕррипе выртать. Шыв пичĕ выляса тăнине, кайăксем вĕçсе çÿренине пăхатăп. Лере çăхансем темле выльăх виллине тăпăлтараççĕ. «Левертон стоматологийĕ» хыçĕнчен икĕ пĕчĕкçĕ яхтă курăнса ларать. Сăрт хĕрринче полици машшини канать. Тĕттĕм. Питĕ хăйне майлă вырăн. Тахçан кунта ĕç кĕрлесе тăни сисĕнмест. Пĕчĕк кĕпер урлă каçсан кивĕ верфь юлашкисем витĕр тухатăп. Гавань кÿлмекĕсем. Механика залĕ ишĕлсе пырать, мастерскойсем çаплипех лараççĕ-ха. Пĕр алăк тăрне «Хобби пÿлĕмĕ» тесе çырса çапнă. Кашни иртсе каймассерен: «Кам-ши вăл, ĕç хыççăн кунта выляма çÿрекенни?» – тесе тĕлĕнетĕп. Тусан витнĕ пĕр чÿреччерен пăхатăп – шалта никам та çук.
Çакăнта тахçан, нумаях пулмасть, ман атте тата унăн ашшĕ çÿренĕ. Атте, ашшĕне кура, Коккумсра ĕçлеме пуçланă. Эпĕ те çакăнтанах тухнă. Виçĕ ÿсĕм; хура ĕç пирĕн юнра ларать. Мальмĕ хулинче тăварлă тар сутаççĕ.
Тахçан Мальмĕре урăхла пурăннă. Анат Гавань «ÇĔПĔР» ятлă пулнă. Кунта хула йăх-яхне «пуç янă». Йÿçек кулă. Ахăлтатса кулма вăй çитмест, лачкам ывăннă. Транспорт предприятийĕнче ĕçлени пĕтĕм вăя туртса илет, ĕçлеймессе пĕлсех унта кайрăм, эпĕ вĕсем пек вăр-вар çаврăнаймастăп, кăшт лÿппертерех, халĕ, ав, Ярденалла утатăп.
Çутăлман-ха. Хунарсен çутине чакарнă.
Тĕттĕм. Çак çулпа раштав уйăхĕнчен тепĕр çулхи кăрлача кĕриччен утрăм. Вунвиçĕ уйăх. Халĕ, курăк айĕпе çĕлен пек чашлатакан текста çырнă чух, çĕнĕ кăрлач çитрĕ. Çулталăк ытла Ярдента ĕçлеме тиврĕ. Раштавран кăрлаччен. Вунвиçĕ уйăх. Калаçса ывăнмарăм, çынна кĕвĕçмерĕм, хамăн пурнăçа, чухăнсен класĕ епле пурăннине куртăм. Кунашкалли пулманччĕ; эпĕ ку таранччен çырни, калаçни ниме тăман япала. Ку – куçкĕрет. Эпир те çухалăпăр, çапла-и? Нихăçан та пуяна тухаймăпăр. Классен кĕрешĕвĕ малалла та пырĕ; хуллен-ерипен е кĕтмен çĕртен пире çÿлти классем ура айне тăвĕç. Хам ăçтан тухнине, кам пулнине ывлăма епле каласа парам? Вăл мана итлĕ-и? тата епле итлеттерем? Калаçнин усси пулĕ-и?
Çапах та, сăмахпа çеç хирĕç тăма пулать. Курни-илтнине тĕнчене пĕлтерсе тăмалла. Мана тивнĕ йÿçек ывăлăма ан лектĕр. Ирхи тăваттăра çăк машшинисем Яншоппинг енчен пирĕн хулана кĕнине пăхса тăнă чух шăм варрипе ывăнчăк сăрăлтатнине вăл ан ăнлантăр, тÿсейми йывăр пурнăçа ан пĕлтĕр.
Чухăнтан пуяна, пуянтан чухăна тухасси. Чăнни унта мар. Чи кирли – хамăн чиртен сываласси.


        *
Ÿт-кĕлетке.
Ÿт-кĕлеткем халлĕхе мана пăхăнать, чĕлхем çаврăнать.
Ирĕклĕх, терĕм. Ыйхăран вăранса Ярден хапхине уçса кĕриччен – эпĕ ирĕклĕ.
Минут-и, сехет-и, анчах – мĕн килнĕ таран – ирĕклĕ. Кĕлеткере хальхи çеç мар пурăнать: пурнăçра мĕн туни, тăвайманни, тăвас тени – йăлт ÿтре, кĕлеткере тулса тăрать. Вилни, унăн ятне çырсан, чĕрĕлсе тăрĕ, вара унăн вилĕмĕ хăйĕн пĕлтерĕшне тупĕ; теприн ятне çырса хурсан, вăл нихăçан та асран тухмĕ. Пуç купташкинче библиотека вырнаçнă, тейĕн, кĕнеке ячĕсем пĕр-пĕринпе вăрттăн килĕштерсе тăраççĕ, тĕрлĕ вăхăтри çынсем пĕр çĕре пухăнса пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, канашлаççĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн тунсăхлатăп, пулăшма ĕлкĕрейменнишĕн хама ятлатăп, ÿт-пÿ чĕтресе илет. Мĕнле пулшма пултарнă эпĕ? Хам та, çирĕмре чухне, килсĕр-çуртсăр çапкаланчăк пулнă. Çынсем манран йĕрĕнетчĕç. Хам та, никама та, нимĕне те итлемен, юнра алкогольпе наркотик çеç çавăрăннă; пĕр айван каччă тупăнчĕ: хăй тепĕр хулана вĕренме каяс умĕн мана хваттерне шанса хăварчĕ. Хваттерĕнчен мĕн пуррине йăлт илсе тухрăм, сутса ятăм, хваттер пуш-пушă юлчĕ. Çав парăма епле тавăрса парам халĕ?
Мĕн те пулин тумаллах. Вилме юрамасть. Чĕррисемпе хутшăнма пултараймастăп. Вилнисемпе чĕррисем хушшипе çÿретĕп. Тепĕр чух виллине чĕрринчен уйăрса илме çук. Тата çав парăм пуçăма пĕкĕртет. Çук, намăс пулнăран мар. Хăракан çеç намăса пĕлет. Пирĕн парăм хамăр умра, чĕррĕн тăрса юласшăн кĕрешекен умĕнче. Пирĕн парăм – пурнăçа сăнассинче, хамăра хамăр çĕклессинче, чăнлăха чĕртсе тăратассинче.
Полици машшини çумранах шăхăрса иртсе кайрĕ. Сиренине сÿнтернĕ.
Те фантом, те виле ĕмĕлки пулчĕ ку.
Ĕçе çитсе пыратăп.
Çĕнĕ ĕçе çитсе пынă май пуçра ĕнер пуçланă сăвва çавăратăп; йĕркен-йĕркен аса илетĕп. Çынлăхăма таврăнмалла. Пĕрне аса илетĕп, теприне пуçра çавăратăп. Ниме те çухатма юрамасть; сан ытамунта пĕчĕкçĕ çерçи те чĕрĕлсе тăма пултартăр.
Ÿт-кĕлеткем. Çакнашкал сăнсем. Чухăн е пуян пулни шăм-шакран палăрать. Асат хуçнă-тăр. Акă, итлесе пăх: ку манăн чĕлхе, манăн кĕлетке.
Аса илтĕм. Сывлăш çавăрмассерен пĕр предложени:

  Пурте телейлĕ, ĕмĕлке пек, пурте манпа юнашар   
  Манпа пĕр сăнлă виле ĕмĕлки, ывăлĕ çитĕнсе çитнине
  нихăçан та вăл курмĕ, ирĕклĕ вăл
  йывăçсем хушшинче.
         *

Çĕркаç хытах сивĕтрĕ.
Кăрлач. Çулталăк пуçламăшĕ, мана сивĕ.
Ăшăнас тесе васкарах утатăп. Хĕллехилле тумланнă.
Тумĕ ăшă тытать, анчах тарлаттарать.
Виадук айĕнчи тăвайкки хĕрринче вырнаçнă автопокрышка фирми çумĕнчи тĕмĕсем хушшине хулари килсĕр-çуртсăрсем пухăннă, «ВИАНОР» тесе çырнă фирма вывескине хирĕç хÿшĕ карнă. Çунтарнă пластик шăрши кĕрет, çак шăршă ман хыççăн çÿренĕнех туйăнать. Саламласа вĕсене алă сулатăп. Чĕрĕ, сывлатпăр, çÿретпĕр. Паян пĕри те хирĕç ал сулмарĕ; ытти чух апла марччĕ, сулкалатчĕç.
Ман пуçра «Хирĕç тĕл пулнă кашни çынра тумне улăштарнă пирĕшти пурăнать», тенĕ шухăшсем те çÿрекелеççĕ.
Виадукран ĕçе çитиччен пĕр çур сехете яхăн утмалла. Чи кичемми çакăнтан пуçланать. Тĕксĕм склад хуралтисем, сарлака пушă çул, решетке карта, тимĕр-тăмăр, çĕтĕк-çатăк макаçейĕсем. Морозильник. Таçта чарлансем, пĕр-пĕринчен апат туртса илесшĕн, çухăраççĕ. Выльăх виллине авăртакан арман енчен шăршă килсе çапть. Утас, сывлас, çул вĕçне тухайманнисем çинчен шухăшлас. Хăш класран тухнă эсĕ? – Йăлтах çавăнтан килет. «Классем текех çук» теекен улталать. Катринелунд, Россенгорд, Хермудсдал. Çак районсенчен тухса тарнисене тĕрме кĕтет, пинрен пĕри çăлăнса тухсан, вăл ĕмĕрлĕхе хăйĕн килне çухатать. Пуянсен шутне кĕни телей кÿрет-и? Телей кÿни сайра пулать. Чиртен сывалса çитнисем пулаççĕ-и? Пулмаççĕ, тесен те юрать. Апла пулсан, мĕншĕн пуяна тухасшăн е хамăр тупнă чиртен сывласшăн эпир? Мĕншĕн тесен урăхла май çук. Альтернативи тата хăрушăрах.

          *
Çĕркаç юр çунă. Тĕл-тĕл пăрланчăк куçĕсем. Эмел ĕçме чарăнни виçĕ уйăх пулать. Мăнтăрланса кайрăм; хама хам паллайми пултăм. Ал чĕтрет. Шухăш пăтранать. Калаçмалла. Калаçакан тăнче тăваканпа пĕр тан. Эпĕ чăннине çеç калатăп. Умри тĕнче хуллен тасалса пырать. 2008-мĕшĕ. 2009-мĕшĕ. Пĕр çуллăха чарăнмалла; чарăнас тенипе мар, урăхла май çуккипе. Вунвиçĕ уйăх. Те чирлĕ эпĕ, те сывă – пĕлместĕп.
 Тĕнче пайланать, пăтрашăнать, чиккисем çухалаççĕ. Çын.
 Пĕри мана, мăнтăрскер те хураскер, киле хăвалать: «Киле кай!»
 Кĕçĕр юр çунă. Хăйĕн ĕмĕлкинчен йывăррине никам та çĕклеймест.
 Мана çавăрса илчĕç. Ниçта та тараймăп. Киле хăваласа кĕртрĕç.
 «Кĕр киле, кĕр».
Кун кĕнекинче вара урăхла каланă; калаври пĕр çын чăнах та киле таврăнасшăн пулнă, кĕрешнĕ. Мана килтен хÿтерсе янă анне сăмахĕсем те пур унта, эп вуниккĕре пулнă: «Сана халь ним тусан та усси çук; радиаци айне лекнĕ çын тем парсан та сывалаймасть»

          *
Кăрлач. Мальмĕ, 2008-мĕшĕ. Автоиндустри кризиса кĕрсе ÿкнĕ. Эпĕ вара машшинсемпе ĕçлетĕп. Пĕр сăмахпа: тимĕр картара савăтран килнĕ çĕнĕ машшинсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса тăратăп. Паромпа илсе килнĕ машшинсен пĕр пайне, мĕнле те пулин деталь хушса лартнă хыççăн, каялла çав паромпах ăсатаççĕ. Тепĕр пайне, сутуçăсем тупăниччен, кунтах хăвараççĕ. Теприсене кунта çăк машшинисемпе турттарса килеççĕ. Ĕçĕм ансат пек. Машшинсене пĕр тăваткалтан теприне куçарса лартмалла çеç, картишĕнчен тухма та кирлĕ мар.
Анчах машшини – пинĕ-пинĕпе. Вуншар пин машшин. Çуса тăракан юр ĕçе çăмăллатмасть. Машшина вырăн тупса лартма йывăр. Юр вырăн паллисене хÿсе каять, сарă сăрпа туртса тухнă йĕрсене юртан тасатсах тăмалла, çавăнпа пиртен иккĕшне юр хырма яраççĕ. Ку штраф шутне кĕрет, çулла вара штрафланă ятпа машшин çутараççĕ.
Паян çав иккĕшĕнчен пĕри – эпĕ.       
Хыркалатпăр та чарăнатпăр, сивве шăнсан, малалла утатпăр. Тăваткăл вĕçне çитнĕ тĕле ăна çĕнĕрен тасатма пуçламалла. Манпа ĕçлекенĕ шведла пĕр сăмах та пĕлмест. Калаçтарас килет. Вăл – Египетран. «Каир. Дахаб. Автопасар, – тетĕп, мана унта пăсăк апат çитерсе чутах вĕлеретчĕç». Вăл вара: «Аван, аван. Çапла пулмалла та» тенисĕр пуçне урăх нимĕн те каламасть. Мĕншĕн çапла калаçнине пĕр-икĕ эрнерен ăнланса илтĕм. Вăл хăранăран çапла калаçнă. Норрегатан урамĕнчи мастерскойĕнче ĕçленĕ чух хуçи ăна çапла вĕрентнĕ: «Швецире сана никам та ан тĕкĕнтĕр тесен, яланах «аван-аван, çапла ĕнтĕ» тесе тăр. Апла каласан никам та сана тивмест, пурте йĕркеллĕ пулать» – тенĕ.
Тепĕр виçĕ эрнерен ăна Ярдентан кăларса ывăтрĕç. Пĕр бригадир ăна руль умĕнче телефонпа калаçса ларнине курнă. Юрамасть. Çакна пурте пĕлеççĕ. Чарусене пурин те пĕлмелле. Ăна çав сехетрех, çав кунах хăваласа ячĕç.
Сехетпе ĕçлекенсене хĕрхенсе тăмаççĕ кунта.
Хăваласа яма та, каялла илме те пултараççĕ. Нимех те мар.
Хапха умĕнче ялан кам та пулин ĕçе илессе кĕтсе тăрать. Пуçа пĕксе пурăнма хăнăхмалла. Тискер системăра тискер кайăк пул; чĕррĕн юлас тесен теприне кăшла. Пурте мар пулин те, чылайăшĕ çапла хăтланать.

           *
Хама пÿрнĕ тĕттĕм каç тĕпне
сасартăк пÿ яратăп: çăлтăрсăрлăх

Тĕссĕр шупка тÿпе.
Тин çеç улттă иртнĕ, ывăнни иртсе кайман; темиçе кун ĕнтĕ сивчир аптратать, ача чухнехи аслати пек пĕр кĕрлесе килет те иртсе каять. Йăлт пайланса, улшăнса тăрать, тĕттĕмленсе килет те çиçĕм тÿпене çурмаран çурса ялтăртатать.
Ман ума килсе тăнă çынсем çинчен шухăшлатăп; вĕсем мана çывăрма памаççĕ, сывлама хистеççĕ. Ÿтре темскер тулса тăрать, электричество пек, халь-халь çурăлса каяс пек, пĕрре вĕрилентерсе, тепре шăнтса пăрахать. Сăвăсем пулман пулсан, тăна кĕнĕ кашни минутра çырман пулсан – шалтан çурăлса кайăттăм та пĕтнĕ пулăттăм. Халĕ те ав: типсе-антăхса çитнĕрен, вилĕмпе тулнăран çыратaп, ÿпкерен сăвă тухать, сăмах çаврисем тавар вакунĕсем пек кĕрлесе иртеççĕ.
Тĕнче чĕлхеленет, сăмах таппинче каç çаврăнать.
Шуçăм килчĕ.
Эп ирĕкре мар. Ман хакăм – пасар хакĕ, мĕн чухлĕ тăрăтăп – пĕлместĕп. Апат пÿлĕмĕн айккинче çакăнса тăракан ТВ экранĕ талăкĕпех эпир ĕçлекен машшин маркки çинчен калаçать. Статистикă аварисен шутне хушăран пĕлтерет, çĕнĕ хушу, улшăнусемпе паллаштарать, çутçанталăка упрас енĕпе мĕн-мĕн тунипе мухтанать. Тĕрĕссипе вара пач урăхла. Чылайччен пĕр вырăнта тăнă машшин, кирлĕ чух хăвăрт тапрантăр тесе, эпир вĕсене пушăлла ĕçлеттеретпĕр, кашни машшинине, сехет-сехечĕпе. Тепĕр чухне çирĕмшер машин пĕр харăс кĕрлесе ларать. Кун пирки «Симĕс Кунĕсенче» калаçмаççĕ. Тăваткăла нумайрах машшин кĕтĕр тесе вĕсене çуммăн-çуммăн тăч лартса тухатпăр, çулла та, хĕлле те. Паллах, вĕсене çапăнтарнисем пулкалаççĕ.
Хам мĕн хак тăни çинчен шухăшламастăп; чĕлхене те якатма тăрăшмастăп.
Ытти факторсем мала тухаççĕ. Пăтранчăк тĕнче. Пытанчăк тĕнче. Эпĕ пысăк механизмăн пĕр пĕчĕк пайĕ. Автоиндустри. Эпĕ ун ăшĕнче. Кунта эпĕ килен-каян çеç, кунта мана курмаççĕ те, илтмеççĕ те. Раздевалкăра ман валли шкап тупăниччен икĕ эрне иртрĕ. Тепĕр çĕрте, çимĕç салатакан экспедицире (унта каçсерен ĕçлетĕп), нимĕнле шкап та çук, унта ман ята та пĕлмеççĕ.
Никам та манпа калаçмасть. Эпĕ хĕрĕх иккĕре. Эпĕ йытă вырăнĕнче. Мана тĕллесе: Ав, çавă кайса тасаттăр! Пире кирлĕ мар! – теççĕ, çапла, çын туман ĕçе пĕтĕмпех манăн тытса тумалла.
       *
Кивĕ Мальмĕ çийĕн тул çутăлать. Рельссем тăрăх вилĕм шăхăрать; реклама çути вылянать.
Ура айĕпе электричка вĕçсе иртрĕ. Мальмĕ Тĕп вокзалĕ енне пăхса тăратăп. Ун пек илемлĕ çурт Мальмĕре сайра, эп ăна чăнласах килĕштеретĕп. Çамрăк чух эп унта час-час пулкаланă, кĕтме залĕнче ларма вырăн тупса килен-каянсене пăхса лараттăм.
Пĕр хускалмасăр. Манăн ниçта та каймалли çук. Çынсем пурте киле васкатчĕç, хăçан та пулин эпĕ çапла киле васкасса ĕмĕтленеттĕм. Вырăнтан тапранмастăм.
Тĕп вокзалти тенкелсем патне халĕ те таврăнкалатăп; шыв пек юхакан халăх çине – çуршар сехет те пулин – пăхса ларатăп, унталла та кунталла этем кĕтĕвĕ чупать, тинĕсри хум пек. Шавлă, таптасла кумса тăракан хум.
Ун чухне эпĕ шăпан йÿçек куллине ăнланман: тахçан ман атте тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентекен пĕр журнала интервью панă, хăй кашни çул виççĕр кун ытла ют çĕрсенче çÿрени çинчен каланă. Вăл килтисемшĕн питĕ тунсăхалать имĕш, халĕ те вăл инçе çула тухма хатĕрленет.
Редакци вара унăн пĕр хĕр пуррине асăрхаттарать. Вăт çапла.
Ют çĕршывсенче пĕрремĕш хут эпĕ çирĕмрен иртсен тин пулса куртăм.
Христиание тавар туянма çÿренисене шута илместĕп, паллах. Унта, халĕ хам ăнлăннă тăрăх, эпĕ ĕçпе çÿренĕ.

        *
Бахман хуçанăн тинĕс тавар лапкки. Аш-пăш комбиначĕ. Çăк турттаракансен сервисĕ. Акваланг шкулĕ. Утатăп. Шухăшăм та манпа, çыран хĕррипе шăвакан кимĕ пек, пĕрле пырать. Арканнă пурнăçа кашни ир пĕр çĕре пухмалла: пазл хывнă пек. Пысăкраххи çумне вĕтĕреххине, çухатнă туссене, пуçпа ăнкарайми пулăм-тăрăмсене, кашни кун чуна çисе тăракан шанчăксăрлăхăма. Йăлтах ансат. Çакă çеç.
           *

Виадук çÿллĕшĕнчен «Морнинг Глори» – шывра ишекен парковка – курăнать, командинче Филиппин утравĕсенчен пуçтарса килнĕ арçынсем. Кăмăллă çынсем. Вĕсемпе Швеци çинчен те калаçатпăр. Пур япалапа та интересленеççĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ икĕ уйăх хушши хулара пулман иккен. Çырана çеç анса хăпарнă. Тен, вĕсене кам та пулин ирĕк памсть, пĕлместĕп, е укçа пĕтесрен хăраççĕ. Ĕç укçи пирки ыйтсан – суяççĕ. Нумай илетпĕр, теççĕ. Швед морякĕсем вĕсенчен самай нумайрах илни – куçкĕретех. Мĕн чухлĕ илнине калама вĕсене намăс. Кофе çăнăхĕн ирĕлчĕкне ĕçме сĕнеççĕ.
Пире карап çине ĕçлеме ярсан, кунне темиçе хут, никам куриччен, вĕсен пÿлмекне анса хăпараттăм. Вĕсем хăйсен çĕршывĕнчи йывăр пурнăç çинчен каласа параççĕ. Унта, хырăм тăрантарас тесен, виçĕ-тăватă çĕрте ĕçлемелле. Ĕçсĕр пуçне ниме те пĕлместĕн, ним те курмастăн, ăнланнине пĕлтерсе пуçа сулсан, пĕри мана «Çук, – терĕ – эпир епле пурăннине сана ăнлантарма çук».  Эс мĕн каланине ăнланатăп, терĕм, Вăл кулса ячĕ: «пулма пултараймасть».
Паллах, вăл лайăхрах пĕлет. Эпĕ унта пурăнман вĕт.
Юлашки вăхăтра Ярдента ырă мар сас-хура çĕкленчĕ: караппа килекен машшинсене наркотик турттарма янтăланă-мĕн. Тинĕсе тухас умĕн вĕсене наркотикпа тултараççĕ, Ярдена çитсен, карап çинчен тепĕр карап çине тиенĕ чух, наркотикне «хывса илеççĕ». Халĕ ĕнтĕ, Ярдена ĕçе кĕрес тесен, тĕрмере пулнипе пулманни çинчен справка илсе килмелле. Уйăраççĕ. Суйлаççĕ. Ирĕк пур.

        *
«Морнинг Глори» трюмĕнче хальтерех тиенĕ машшинсен батарейĕсене сÿнтерсе çурмаран хуçăлса çÿретĕп: минусне вĕçертетĕп. Трюм маччин çÿллĕшĕ çĕр те утмăл сантиметртан ытла мар, çурмаран хуçăлмасăр капот уçаймастăн, батарейне сÿнтерейместĕн, капот хупаймастăн – пĕкĕрĕлмесĕр-авăнмасăр май килмет. Пĕр машшинтан теприн патне, сехечĕ-сехечĕпе.
Виççĕмĕш кун ĕнтĕ палубăсем тăрăх çапла çÿретпĕр. Пире кунта тăватă çынна янă. Эпир пурте «йĕркеллисен» шутне кĕретпĕр, ĕçе пĕлетпĕр, майĕпен шукаласа çÿренисĕр пуçне канмалăх вăхăт та тупатпăр – урайне тăсăлса выртса çурăма кантаратпăр. Выртатпăр. Калаçатпăр. Сывлăш çавратпăр. Темиçе минутран пире сивĕ хыпашлама тытăнать – ĕçе тытăнатпăр: капотне уç, батарейне сÿнтер, капотне тирпейлĕн каялла хуп. Апат вăхăтĕнче пĕр-пĕр каютăна пытанатпăр, кофе ĕçетпĕр, филиппинсемпе уни-куни акăлчанла перкелешсе илетпĕр, ĕç çынни ĕç çыннине ăнланатех. Сасартăк Хăрушсăрлăх пайĕнчен килсе пире шыраса тупрĕç, ĕçлеме халех чарăнмалла, терĕç. Мĕншĕнне пĕлместĕп. Ĕçĕ вĕçленнĕпе пĕрехчĕ; пире пурпĕрех.
Пирĕншĕн пулсан – хут купăс.
         *
Чарланĕсем. Вĕт кайăксем. Шухăшсем те сăнсем пуçра пăтранаççĕ. Каллех сивĕ тытрĕ пулас. Чĕтретет. Ÿсĕрттерет. Малашне мĕн пуласса пĕлменнĕрен ĕçе тухрăм. Пĕр кун ĕçе тухмасан, список вĕçне лекетĕн. Çав список пуррине пĕлмĕш пулаççĕ. Пĕлмесен лайăхрах. Çапах та. Кунта система пурри сисĕнет мана, хăратса пире система айне тăваçç. Хăратма кирлех-ши вара пире, хамăр çинчен çеç шухăшлаканскерсене? Никам хушмасăрах, пĕр-пĕрне сутма хатĕр мар-и эпир? Пирĕн пекки çынна хурласа çын пулать. Эпир – çак системăн хуралçисем. Пĕр кун кăна ан тух, сана юлашкисен шутне кĕртеççĕ. Кĕçнерникун ĕçе тухаймассине тунтикун пĕлтертĕн пулсан, эрнипех ĕçлеместĕн. Ĕçлеме çын çитменни ниме те пĕлтермест.
Çакна пĕр ирхине, апат пÿлĕмĕнче ĕç валеçессе кĕтсе ларнă чух, Яссир каласа пачĕ: Ман ушкăнрисене икĕ пин кронă преми панă. Кам мĕн чухлĕ илнине пĕри те шарламасть, пурте – шăп. Мана, терĕм, хайхи, нимĕн те паман, тен çитес ĕç укçи çумне хушса парĕç? Миçе кронă пачĕç? Уни-куни пăхкаларĕç те: икшер пин, терĕç. Кантура улăхрăм та преми пирки ыйтрăм. Бригадир хăйĕн тетрадьне уçса хучĕ, эпĕ кая юлса килнĕ сехетсене шутласа тухрĕ, мана тивĕçекен укçаран çав сехетсене катĕртрĕ те: акă, пăхсам, пĕтĕмпех тĕрĕс, терĕ. Преми илес вырăнне Яссир ĕç укçинчен хăйптса юлнине çеç пĕлсе тухнă.
Вăл хĕрĕпе пĕччен пурăнать. Хĕрне ача пăхакан хĕрарăм патне леçмелле, пĕр сехет кая юлма ирĕк пулнă пулсан – ăна тем пекехччĕ. Халĕ, хăй ĕлкĕрейменнине кура, хĕрне леçме кÿршинчен ыйтать.
– Шуйттан илесшĕ, намăс пур-и унăн?
– Э-йэ.
Ĕç хăвăртлăхне чакарать тесе, Яссирпа пĕрле ĕçлекенсем ăна ушкăнран хăваласа яма ыйтнă. Ĕçре çитĕнÿсем тума чăрмантарать имĕш. Каярахпа вăл Ярден тулашĕнчи пĕр боксра ĕçлерĕ. Пиртен, сехетпе ĕçлекенсенчен, пĕри те преми илсе курман, паллах. Пире ĕç хăвăртлăхĕшĕн тÿлемеççĕ, штрафлама çеç пултараççĕ. Яссир штатра тăнă пулнă.
Текех штатра мар ĕнтĕ.
Чăтăмĕ пĕтрĕ пулас, хăйне урăх çĕре куçарма ыйтрĕ. Системи аванскер. Пĕри теприне кышлать. Вăл юлатшĕсен укçине чакарасшăн пулман. «Мĕн тумаллаччĕ ман, Кристиан, вĕсем мана курайми, сăмах чĕнми пулчĕç, мĕн тумаллаччĕ?» «Мĕн тумаллине пĕлнĕ пулсан, эпĕ йăлт урăхла тăвăттăм» – терĕм.
  

         *
Вуниккĕре чухне пĕр ирхине анне хваттер тăрăх кăшкăрса çÿренĕрен вăранса кайрăмăр – пире йĕрлесе тупнă, пирĕн кунтан тухса тармалла, телефона итлеççĕ. Пĕчĕк пулин те, ăнлантăм: çак эрнере ку хваттертен теприне куçмалла пулать. Хваттер укçи тÿлейместпĕр. Пулăшу камран ыйтмалла? Пĕлместĕп. Çулла; шăрăх пусса тăрать, эпĕ вара çын мар – пăр татки. Пăр кĕлетке. Пăр, шыв. Кăлăхах тепре çывăрса кайма хăтлăнатăп; ним шухăшласа тупма пĕлместĕп. Тен, манăн калав çырмалла, пичетлемелле, тен, атте пурăнакан района куçăпăр. Çĕнĕ шкулта çулла епле канни çинчен çырса памалла, терĕç. Эпĕ çырма пултараймастăп. Çăвĕпех килте ларнă. Виçĕ уйăх хушши. Хваттертен тухман. Юр пек шурă ÿтлĕ, çинçешке, çамрăк хурăн вулли пек кĕлеткеллĕ. Анчах та сочинени çыртăм-çыртăмах: «Çулла эпĕ аттепе Грецире пултăм, утрав çинче, кимĕпе ярăнтăмăр». Аяла пĕр ÿкерчĕк турăм. Кимĕ, ун çийĕн темиçе тĕслĕ çилкĕç çилпе тулса тăрать. Пурнăçра вара урăхла пулнă: юнашарти Роцент Библиотекине хăвăрт кăна анса хăпараттăм та вулама хупăнса лараттăм. Çуллахи каникул хыççăн эпĕ вилерен те шурăччĕ.
          *

Çулталăка яхăн сехетрен ĕçлесе тăкаксене саплаштарса пыратăп. Кун укçипе пурăнакан. Ятна ыйтса тăмаççĕ, эсĕ – виле ĕмĕлки, шĕлепкеллĕ пăта, хуçăлман пружина. Хапрăксенче. Складсенче. Парковккăсенче. Кивелчĕк-ишĕлчĕк, хăсăк-сурчăкпа тулнă вырăнсенче. Çав кĕме чарнă вырăнсене пĕлсе çитрĕм. Чи пĕчĕк укçашăн тем тума та хатĕр. Ман хакăм – сехетре çĕр кронă. «Отпускнойне» шутласан – çĕр те вунвиçĕ кронă пулмалла. Ку ĕçе эпĕ чап шыраса е пуянсен класне тепре таврăнас тесе килмен. Эпĕ кунта сăмах вылятма та мар, хама хам улталас шухăшпа та мар, мĕн пулса пынине çырса кăтартас килнипе те мар килсе çапăннă. Кунта эпĕ хамăн айăппа лекнĕ; мĕншĕн тесен, мĕн тусан мĕн пуласси çинчен пачах шухăшламан.
Мĕншĕн тесен, эпĕ ÿт-кĕлетке вăйĕпе çеç пурăнма пултаратăп.


Çынна мĕн çын тăвать?
Çынна мĕнрен тунă? Çак ыйту час-час пуçа килет. Хуравĕ манра мар. Çынна ырă япаларанах пултарнă пулĕ тетĕп, хăш-пĕр чух. Тепĕр чухне вара ырă япала пур-и вăл? тетĕп. Хамăра çын тетпĕр пулсан, пирĕн мĕнле пулмалла? Чи малтанах, çынна ырă пулма ырă майсем туса памалла мар-и? Выçă ларакан ырри çинчен шухăшламасть, паллах, ĕçрен кăларса ярасран хăракан та ыррине астуса тăмасть. Çапла çынлăх çухалать. Система çакна шута илет. Пире хăй айне тăвать.
Этемле пăхсан, эпир пурте пĕр пек; пусса çитерсен мĕнпур ырри-усалĕ – фабриксенче, складсенче, парковккăсенче – шаплатса сирпĕнсе кайма пултарать.
Çапла пурăнатпăр. Пусмăр пуслăхĕ айĕнче çынлăхран аяккарах та аяккарах пăрăнса пыратпăр.
Танлăх. Ыркăмăллăх. Пĕрлĕх туйăмĕ. Эпир çынсем. Ĕçлетпĕр. Çĕршер çул асаплăх вутĕнче вĕресе тасалнă библири йĕркесем аса килеççĕ.
Тăвана пулăшмалла-и?
Пулăшмалла-и, çук-и? Альтернатива çук. Хушăран пĕрре мар. Кирлĕ пулсан е пулмасан, апла тусан е тумасан тесе тăмасăр, ниме пăхмасăр: пулăшмалла-и ăна?
Ыйтăвĕ çакнашкал.
Россенгардра ирттернĕ çулла эпĕ улшăнтăм. Хамăн çула тупрăм. Çырма вырăн юлман манăн картăчкăна пăхсан, библиотекарь мĕнле кĕнеке ыйтнă çавна парса яратчĕ. Антăхса кайса вулаттăм. Малтан – ачасем валли çырнисене, унтан документлă япаласене, илемлĕ литература классикĕсене – пĕрин хыççăн теприне. Эпĕ халĕ те çапла, темиçе кĕнеке пĕр харăс вулатăп. Эпир пурăнкан çуртра ун чухне виçĕ çемье çеç пурăнатчĕ. Иккĕшĕ – ют çĕршывран куçса килнисем. Çурт умĕнче вылякан пĕчĕк ачасем бинокльпе пирĕн еннелле пăхатчĕç. Мĕн кирлĕ пулнă вĕсене? Ахальтен, выляса, – теттĕм эпĕ. «Пире картла выляса ярасшăн» – тетчĕ анне.
            *
Халĕ, иртерех çуталма тытăннăранпа, виадук кĕперĕ çинче вăрах чарăнса тăратăп, карлăкĕнчен уртăнса вакун деповĕн картишне пăхкаласа илетĕп. Темиçе çеккунт ирĕклĕ сывланă хыççăн библири китăн тĕттĕм хырăмне чăматăп. Ĕçре эпĕ килти пекех. Ĕçлеме юрататăп. Ĕçе хисеплени – ман юнра.
Темиçе эрне каялла çак хайлава кун кĕнеки евĕр çырасшăнччĕ. Мĕн курни-илтнине, тĕл пулнă сăнсене, уйрăм каларăшсене, сăмахсене пухса пытăм. Çапла эпĕ çĕр тĕпĕнче пурăнакансен пурнăçне ÿкерсе парса, дебетпа кредитне танлаштарса халлапа вĕçлесшĕнччĕ. Мĕне кирлĕ çакă? Пĕр сăмахпа: кунта тахçан шухăшланинчен темиçе хут япăхрах. Хаçатсенчи культура страницисем, дебатсем, тĕрлĕ юхăм тавлашăвĕсем, уйрăм çынсен çырăвĕсем кунти пурнăç çинчен нимĕн те каласа параймаççĕ. Статьяпа пурнăç хушшинче – хăрушла пысăк уйрăмлăх. Ку шăтăкра çын епле пурăннине ăнланма ăс çитмест. Эпĕ кит хырăмĕнче пурнатăп.
Эпĕ кунта хăтлă пурнăçа пăрахса ăнсăртран килсе кĕмен, чăннипе, манăн пурнăç çакăнтан пуçланнă. Хура ĕçрен. Хамăн ÿт-кĕлеткене çынна сутнинчен. Çын хушнипе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна япала йăтнинчен. Бухгалтер кĕнекинчи шут палли çеç пулнă эпĕ ун чух. Пурнăç мĕншĕн апла е капла пулни çинчен шухăшламан та.
Тăвана пулăшмалла-и? Сан тăвану çук, акă сана хурав. Эсĕ хăвна ху тăван. Халĕ нумайăшĕ çапла калĕ. Эпир хамăра хамăр тăван. Эсĕ те, эпĕ те çук. Эпир хамăра хамăр тăван.
Классен кĕрешĕвĕ.
Хĕрĕхрен иртнĕ паллă поэт пĕлтерĕшне çухатнă «классен кĕрешĕвĕ» çинчен калаçма тытăнни кулăшла мар-и?
Кулăшла та пулĕ. Пĕлместĕп. Кама кулăшла-тăр. Мана пурпĕрех. Классен кĕрешĕвĕ – кĕнекерен илнĕ абстрактлă ăнлав мар, вăл – хальхи процесс ăнлантарăвĕ, çак кĕрешÿре пире çĕнтернĕ. Мĕншĕн тесен кĕрешме хăймастпăр. Вĕсем пире çĕнтернĕ. Вĕсем çĕнтереççĕ.
Пирĕн хĕç çĕрте выртать. Вĕсем вара позицисене улăштарса пыраççĕ.
Унсăр пуçне, «классен кĕрешĕвĕ» тени паян мĕн пулса пынине тĕплĕн уçса параймасть. «Пуян класс», «чухăн класс» тенисене те çĕнĕрен ăнлантармалла. Ăнлавсене çĕнетмелле «çук çынсем» тенипе çырлахмалла мар. Темиçе кун каçсерен апат-çимĕç складĕнче ĕçлерĕм. Çак эрнере унта шататра тăракан ултă çынтан иккĕшне кăларса янă. Ĕçĕ çавах юлнă, халиччен мĕн чухлĕ суйланă, пайланă, магазинсене ăсатнă – халĕ те çавнах тăваççĕ. Юлнисенĕн ĕç хушăннă. Уявсем çитсен, сехетрен ĕçлекенсене пуçтараççĕ. Ман пеккисене. Хуçасене ман пеккисем штатра тăракансене хăвалама, тăкаксене чакарма пулăшаççĕ те ĕнтĕ. Çак йĕрĕнчĕк системăра пурăнмалла: вăл мана кышлать, эпĕ – ăна. Çакăн пек чух ĕçлекенсем хушшинче пĕрлĕх пулма пултарать-и? Мăйне пĕкмен, пуçне тайман кашни çын хыçĕнче ĕç шыракан тăрать. Манăн хваттершĕн тÿлемелле, апат çимелле: ĕçсĕр пурăнма çук. Парăмсене майлаштармалла. Çак системăра темиçе уйăх пурăнкаланă хыççăн пĕлни-курнине çырса кăтартасси çинчен шухăшлама та вăй юлмасть; калас тени каланмасть.
Влаçсем пире илтменнине кура пирĕн те вĕсене итлеме пăрахмалла: пĕр питрен çупкă çисен, тепĕр питне çавăрса парас вырăнне чул илмелле те пĕр хĕрхенÿсĕр хирĕçле кĕрĕслеттермелле.
         *

Тул çутăлман. Килте ачам çывăрса юлчĕ, никам та ăна вăратмĕ. Пÿлĕмĕн алăкне йытă сыхлать. Тÿпере çăлтăрсем мĕлтлетеççĕ. Банкоматра вунçичĕ кронă юлнă. Пуçра çырма пуçланă сăвă çаврăнать; вăл пирĕн хушша кĕпер хывма пултарĕ. Улттă иртсен вунпилĕк минутра ĕç пуçланать, виççĕ иртни вунпилĕк минутра вĕçленет. Ĕнерхи апат юлашкине хам çума чикрĕм. Тата тăваттăран çиччĕччен тепĕр çĕрте ĕçлес пулать. Çиччĕ çурă-саккăрсенче киле çитсе апатланатăп. Ывăнни иртсе каймасть. Каçхи вуннăра çывăрма выртатăп. Ÿсĕрĕличчен пĕрре ĕçесчĕ – укçа çук. Çукçын пулса юлтăм. Чухăнлăх çинчен çырас килмест. Пуçăм çинче такам ылханĕ. Кам ылхантăр мана, кама кирлĕ! Эпĕ – чухăн. Çакăн çинчен çырма хăтлансанах ал усăнать – «Хăвна пысăка хумастăн-и?» е «Сана çеç мар, ыттисене те йывăр». Ыттисем пирки те шухăшлатăп. Вĕсем тĕлĕнмелле ытла та шăп. Эп çырни, инкеке пĕлтерсе, ялтăр ракета пек тĕрлĕ тĕспе çунса тĕттĕм тÿпене вĕçтĕр – эп кунта, пухăнсамăр, пирĕн чăмăртанмалла.
        *
Чухăнлăх çинчен тĕрлĕ калаçаççĕ. Пĕри апла, тепри капла. Чухăнлăх, чи малтан, сан ирĕкне хĕстерет.
Е шăл тухтăрне тÿлетĕн, е туфли илетĕн? Ачуна экскурсие яратăн-и е ăшă куртка илсе паратăн? Ху апат кайса çиетĕн е ачуна кинона яратăн?
Çапла эпир, чухăнсем. Кашни кун пирĕн ăна е куна суйласа илмелле. Автобуспа çÿреме пăрахрăм – çурран утатăп. Нумаях пухăнмасть, паллах, анчах та пухăнать.
Чухăннисем. Йышĕ ÿссе пырать. Кĕçех чухăнлăх паллине илнĕ йыш чи пысăкки пулса тăрĕ. Уявсем иртсен чухăннисем тухаççĕ. Юлташ патне:
«Япăх, чăнах та япăх; чухăн çын куçа курăнми хăвăрт чупса иртет, вăл ялан чупать – çĕрле çурçĕрте, ирпе çутăличчен пĕр ĕçрен теприне васкать. Вĕсем тепĕр чух хаçатсенче мĕлтлетсе иртеççĕ, редакторсем, блоггерсем çыраççĕ, унта вĕсем кĕленче айĕнчи лапчăк лĕпĕш виллисем пек; вулакан вĕсене тĕлĕнсе пăхать те хăй те çавсен шутне кĕрессине шухăшламасăр малалла иртет. Ман тĕлтен апла пулмарĕ; каялла таврăнма тиврĕ, çакăнтан ман пурнăç пуçланнăччĕ».
Ман кăмăла е хăйĕнне çĕклесшĕн пулса юлташăм кулса виртлешсе хуравларĕ. Эп мĕн çинчен çырнине пуçа илесшĕн пулмарĕ. Эпĕ вара, чăнах та, килте. Эпĕ тухса тарнă килте вăл нихăçан та пулман, ан та пултăр.
Çапла. Таврăнтăм. Ĕмĕтленнĕ пек ирĕке тухаймарăм пулин те малтан хам шухăшланинчен ытларах тупрăм. Карьера çинчен мар эпĕ. Юрату çинчен те мар.
Пĕр ирхине лартăм та шут тытрăм: манăн каласа памалли пур – çавă çеç.
          *

Пĕр çул хушшинче тĕрлĕ вырăнта, çичĕ хваттерте пурăнса куртăмăр: Аугустенборг, Россенгод, Вэрнхемсторгет, Лундвэген, Россендалсвэген, Корнетсгатан, Эренсвэрдсгатан; пурăнан пурнăç çурхи пăр пек шатăртатса тăрать. Миçе çулта пулнине астумастăп, анчах анне, чирĕ хаярланнă вăхăтсенче, çÿлти сассем хăйне ылтăн барон хĕрĕ пулни çинчен каланипе аташатчĕ: «Ылтăн баронĕ» – тетчĕ, – пире хăй пурлăхне пиллесе хăварать». Çакна манăн та ĕненес килетчĕ. Пĕр вуниккĕре пулнă пулĕ. Аннене сут тăвайманран, теме шанса, килтен тухса тартăм.
Унăн чирĕнчен пурте чĕтресе тăраттăмăр. Вăл пире вĕлерсле хăрататчĕ, паллайми улшăнса каятччĕ. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухрăм, мана ланч ресторанне ĕçе илчĕç те унта кăштах ĕçлерĕм. Шкул пĕтериччен Хассепе иксĕмĕр гашиш сутса хамăра хамăр пурăнма укçа тăвасшăнччĕ. Ăнмарĕ. Боссе Кнес кивçенле сутма пачĕ; комиссийĕ хăвăрăн пулать, терĕ. Таварне тăватă кун хушшинче хамăрах туртса ятăмăр. Укçа тавăрса памалла; универмагсенчен чаплă свитерсем вăрласа тухса сутаттăмăр. Пире тытса хĕнерĕç. Эрнерен парăма парса татрмăр.
Пĕччен тăрса юлтăм.
Шкул хыççăн – ĕçе. Мана повăра е строителе вĕренме сĕннĕччĕ.
Кунта ĕçлеме пуçланăранпа ытти ĕçсем те аса килеççĕ. Нихăçан та ирĕке тухас çуккине пĕлнĕ пек, хура ĕç астăвăмĕ манăн кĕлеткере хăй тĕллĕнех пурăннă, тейĕн. Истори мана вĕçертесшĕн мар; хăваласа çитрĕ.
Эпĕ – çĕршывра кăларнă таварăн пĕр пайĕ. Фацер патĕнче механикре ĕçленĕ хушăра гимназие кĕме хатĕрленес тенĕччĕ. Кашни кун пирĕн ĕçкĕ. Пĕтнĕк тутиллĕ тортсене курупкана хуракан хĕрарăмсем патне транспортерпа леçетпĕр. Хăйăвĕн хăвăртлăхне ÿстеретпĕр те, хĕрарăмсем епле хыпаланса ĕçленинчен кулатпăр. Çакна аса илсен паянхи куна та намăс; çав йĕркерен тухнă çÿрмесен пĕр пайĕ пулнă эпĕ.
Çын картĕнчен тухма питех те çăмăл. Ыттисем пек ан пул çеç. Ахăраш. Паллах, пĕр пек ĕç кичемлентерет, мĕн те пулин, кăшт та пулин интересли тăвас килет, ку туйăнать çеç: кăмăл-сипетлĕх вара пысăкки е пĕчĕккине пĕлмест, çынпа çын пулма ыйтать.
Анне мана унăн ячĕпе сăтăр туса çÿрекен хĕрарăм пуррине каларĕ; вăл аннепе пĕр сăнлă, анне евĕркки, докуменчĕсем те унăн анненни пекех. Чăнах та ĕнентĕм. Хуллен, ерипен эпĕ унăн чирне курми пултăм е хăнăхса çитрĕм. Çур çул каялла пач ĕненме май çук япаласене паян ĕненме пуçларăм. Çакă паллах тăрук пулса пыман. Халĕ пысăк механизмăн пĕр вĕтĕ пăти пулса тăнине чухлатăп, тахçанхи каялла тавăрăнчĕ; кĕлеткем вăйне сутатăп, хамăн ÿт-кĕлеткемĕн хуçи эпĕ мар. 


          2

Кĕпер çинче пĕр хускалмасăр тăратăп. Самантлăха чарăнтăм. Кунтан ачалăхра тата самрăклăхра пурăннă вырăнсене курма пулать. Халĕ пурăнакан çĕнĕ районăн пĕр пайĕ те курăнать. Хула хĕрри. Хĕрринчи зона. Хама икĕ тĕрлĕ пурнăç хушшинче çунса, сÿнсе пыракан çурта пек туятăп.
Мальмĕ. Тăван хула. Эпĕ ăна юрататăп.
Манăн туссем çакăнта пурăннă. Çакăнта тĕл пулнă, çакăнта çÿренĕ. Асрах. Ахаль ĕçпе аппаланнă чух пуçра темĕн те çаврăнать. Аллу ĕçлет, пуç шухăшлать.
Пирĕнтен пуринчен те малтан Хоккан вилчĕ. Халĕ ăна ас тăвакансем те юлмарĕç; мĕнле ĕмĕтленетчĕ, çынна тухасшăн, кунти йывăр пурнăçран тарасшăн епле тăрăшатчĕ вăл! Эĕ ăна ача чухнехине астăватăп.
Çапла, вăл ачаллах çĕре кĕчĕ.
Нимĕн те юлман, веçех иртсе кайнă. Хула асĕнчен тухнă. Хула пире астумасть; Вэрнхемсторгетра çуртсем пушă ларатчĕç, çынсем пурăнмастчĕç, Роршустаден тата Кивĕ Вэстер наркоман йăвисемччĕ, Флорида кафере амашка хĕрсем ларатчĕç. Халĕ йăлт улшăннă. Мальмĕ – урăх хула. Хулана çын шăнăçайми тулчĕ. Чылайăшне хула хĕррине куçараççĕ. Кун пирки тÿррĕн никам та калаçмасть, анчах ку- куçкĕретех: Кивхулара пире вырăн юлман.Эпир кунта ĕмĕлке евĕр çÿрмесем. Манăн çакăн çинчен çырмалла. Çыру хыççăн çыру çырса тăмалла, чĕлхесĕрсене калаçма вырăн тупса памалла, унсăрăн: кая юлсан каю шăтать.
Паянлăха çырнин усси çук.
Эп хам та, ывăннăран, кĕрхи сăпса пек сĕнксе çÿретĕп. Тĕксĕм. Нимĕн те кирлĕ мар. тутăх пăта. Пурне те куратăп та пуçа пăратăп: мана кирлĕ мар.
Çумран иртекен ĕçри пĕлĕшсене сывлăх сунтăм; пĕр-пĕрне пăхса кулса илтĕмĕр. Эп кунта пулнине хăнăхса çитнĕ вĕсем. Эпĕ те вĕсем чарăнса тăрасса пĕлетĕп; мĕн шыратăн унта? тесе ыйтĕç.
 – Нимĕн те. Сывлăш çавăрма чарăнтăм.
 – Хэ, ирĕкре вăл! савăнать.
 – Пулĕ-пулĕ.
Каллех кулса илетпĕр. Ирĕклĕх. Çакăнта эпĕ хам ирĕклине туятăп-и? Пулма пултарать. Ахмед ирĕклĕх çинчен калаçнă чух эпĕ шăпланатăп, итлетĕп. Пĕррехинче, сăмаха май çеç, хăй вунпилĕк çулта пулнă чух, Иорданире, хваттертен тухмасăр вунсакăр уйăх ларни çинчен каласа пачĕ.
 – Мĕн пулнă вара?
 – Аттепе аннене кĕтсе ларнă, вĕсен таврăнмаллаччĕ.
 – Эй, Тĕнче! Мĕн туса ларнă эс çавăн чухлĕ?
 – Нимĕн те туман. Хваттер хуçи мана урама яма хăратчĕ. Вăл мана, темшĕн, тыткăнри пек усратчĕ. Кайран, аннепе шăллăм мана хваттертен илсе тухсан, ирĕклĕх пуçланчĕ! Эпĕ çакна çеç ĕмĕтленнĕ: Ирĕклĕх.
Халĕ кĕпер çинче манпа юнашар кулса тăрать. Ашшĕ ăçта пулнине ыйтмарăм. Ахаль те паллă. Лайăх çын. Пĕр-икĕ кун ĕçе тухмасанах мана шăнкравласа илет. Калаçкалатпăр. Пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Вăл эпĕ мĕнле пурăннине, мана мĕн кирлине ыйтать. Эпĕ ăна нихăçан та: «Юрать-ха, эсĕ пур, манăн чи паха тусăм» тесе каламан.
Акă, халĕ юнашар кулса тăрать. Çакнашкал ир, юр пĕрчисем питрен çапса вĕçнĕ чух, кунĕпе тулта, юр айĕнче ĕçлессе пĕле тăнă чух, çын куллинчен ырри тата мĕн пулма пултарать?
Кулсам. Çакă мар-и вăл – ирĕклĕх?
Çиччĕ иртсен, ывăл вырăн çинчен тăнипе-тăманнине пĕлесшĕн, киле шăнкравласа илетĕп.
Урамсем вăранман-ха, таврара пушă; таçта васкакан çăк машшинисем; Ирĕклĕ гавань виадукĕпе вĕçсе иртекен велоçăсем; тата эпир, хамăр ĕç картишне утакансем. Пирĕн умра полици машшини чарăнчĕ; урăх пĕр сас та çук. Пире асăрхамарĕç. Çĕлен пек явăнакан сукмакпа унталла-кунталла çÿрекенсене – асăрхамаççĕ. Кирлĕ чух эпир кирлĕ вырăнта, уншăн пире пĕр икçĕр кронă параççĕ; икçĕр кронă – кĕсьере, икĕ сехет – тĕрмере; кирлĕ мар пулсан – килте лар. Капитал влаçĕ куçран тăрăнать. Камăн пурте пур, камăн нимĕн те çук. Кĕпер çинче тата темиçе минут тăтăмăр. Ахмед темскер каласшăн пулас, тем ыйтасшăн пек туйăнать. Юнашар утатпăр. Каннă вăхăтра вăл нумай хваттерлĕ çуртра асбест хырнă иккен, тусанĕ ÿпкине ларман-ши тесе пăшăрханать. Çурчĕн хуçи паллă çын, ун çинчен хаçатсенче çырса тăраççĕ, эпир унпа пĕр-пĕрне пĕлетпĕр.
 – Пире çÿхе кăна сăмса çыххи пачĕç, асбест чăмаккисене сăмсаран кăларса пĕтереместĕп.
 – Тÿлессе лайăх тÿлерĕç пуль? – ыйтать хыçра пыракан Хассан.
 – Çĕр аллă кронă, налуксăр.
 – Апла лайăх.
Çавă çеç. «Ман палланă врач пур, ун патне илсе кайма пултаратăп», – тетĕп.
 – Эс пурне те пĕлетĕн, Лундберг.
 – Пурне те мар çавă.
 – Пурне те пĕлнĕ пулсан кунта ĕçлемĕттĕмĕр, э!?
Каллех кулатпăр.
Вăл тухтăра нихăçан та çÿремест. Тухтăр пирки пĕр-икĕ хут аса илтернĕ хыççăн ăнлантăм: укçи ăна тытса тăрать, тухтăра кайсан тăкак пулать.
Укçа сĕнме юрать-и ăна, юрамасть-и, ăна та пĕлеймерĕм. Икĕ уйăхран унăн тăванĕ чирлесе ÿкрĕ: «Укçа кирлĕ-и сана, кала, пулăшма хатĕр эп» – терĕм. Ыйтман пулсан аванрахчĕ пулĕ. Ахмед курăнми пулчĕ. Çумтелефонĕ тÿрех автохурав парать, Хэрммудсдалти хваттерĕ пушă ларать. Виç уйăхран ăна пушатса тепĕр çемьене выранçтарчĕç. Вăхăт иртет. Ыйтсан та, никам та вăл ăçтине пĕлмест. «Тĕрмене лекнĕ ĕнтĕ!» – теççĕ пĕрисем, «каялла таврăннă пуль!» – теççĕ теприсем. Таса мар пÿлĕм алăкне хупаççĕ те вăл пуррине асăрхамăш пулаççĕ. Çук пулчĕ çеç.

             *
Пĕрремĕш хут çак гаване эпĕ çирĕм çул каялла килнĕччĕ.
Ун чухне кунта çăнăх, пахча-çимĕç, улма-çырла, сахăр тата ытти вак тавар кÿретчĕç.
Гаваньпе тунă килĕшÿ ĕçлекене хÿтĕленĕ, халĕ те çаплах.
Кунти профсоюз вăйлă пулнă. Ĕçрен кайнă чух, кунта тек нихăçан та ура ярса пусас çук, тесе тухса кайрăм; нихăçан та кунти пек хул-çурăма авас çук, терĕм. Кунти профсоюза кĕрсен, унăн библиотеки мн тери пуян пулнинчен тĕлĕннĕччĕ.
Гаваньте пулин те пирĕн профсоюз порт профсоюзĕнчен уйрăм пулнă, тен, çавăнпа бибилиотеки те уйрăм пулнă. Тĕрĕссипе пиртен нихăшĕ те профсоюзра кĕмен, «усси çук» тенĕ. Мĕн тÿлени пурне çырлахтарнă, урăх ыйту пулман. Анчах та гаваньте вырнаçнă «Копенгаген – Мальмĕ – Порт» çыннисемпе тĕл пулсан, укçа ыйтăвĕ чĕререн чĕпĕтме, калаçтарма тытăнатчĕ. Портра ĕçлекенсем пиртен икĕ хут нумайрах укçа илтечĕç. Çакна пĕлсен КМП ячĕпе тепиçе хут ĕçе илме ыйтса çыру ятăм. Пĕр хурав та пулмарĕ. Кирек мĕнле хура ĕç тума хатĕррине те пĕлтертĕм, ĕçе илччĕр кăна; хуравĕ пулмарĕ. Хамăн мĕн пуррине: вăхăтăма, пĕлĕвĕме, чĕлхеме сутма хатĕрччĕ. Телей пулмарĕ. Паллакансем урлă унта ĕçе кĕме хăтлантăм. Паллаканĕсен хакĕ те икĕ пуслăх кăна пулнă-мĕн.  Эп хам вара – пушă вырăн, ноль. Выляв автоматĕнчи тупă пек сиккелесе çÿрерĕм, хама кирлине шыраса тупаймарăм. Çаплаччĕ ун чух. Халĕ вара каллех кунта, Ярдента.
Халĕ мĕн тăватăп кунта?
Паян ирпе, калăпăр, килте юлса, тĕнчене кисрентерекен, ăна тепĕр майлă çавăрса хуракан хăватлă пĕр сăвă çырма пултарнă-и эпĕ? Пултарнă. Анчах та Турă мучи, хăй мана панă кредита тавăрса паманшăн тата хăйне кăшт савăнтарасшăн, мана часрах кунта – гаване сехетрен ĕçлеме хăвалать.
Мĕншĕн?

Питĕ ансат пуçланчĕ.
Пĕр пуссăр тăрса юлнă вăхăтра налук е ытти тÿлеве парса татаймастăн; налук шучĕ вара ÿссех пырать. Почтă ещĕкне хырçă управленийĕ е приставсем кашни кун çырусем килсе пăрахать. Чăнне калатăп. Ун чух эпĕ иртĕхмен, алхасман, сехечĕ-сехечĕпе пылак тĕтĕмпе йăпанман. Пурнăç хăйне хăй тепĕр майлă çаврăнса кайрĕ. Кĕнеке издательстви манпа тунă килĕшĕве сасартăк пăрахăçларĕ. Швецире паллă либераллă каçхи хаçат мана пичетлеми пулчĕ. Ĕç ыйтса культура пайне çыру çырнăччĕ, хуравĕ çапла пулчĕ: «Халĕ пире пурне те çăмăл мар». Ĕненме йывăр, культурă пуçлăхĕ юлташ!
Çап-çара. Çукçын. Минимума та çитмест, ĕçсĕр юлнă журналистсем епле пурăннине часах ăнланса илтĕм. Эпĕ хама «пурăнма пĕлекенсен» шутне кĕртекенччĕ. Йывăр ĕçе хăвăрт тума, тунă ĕçе хаклă сутма вĕренсе çитнĕччĕ. Кама пуç таймаллине, хам кама кирлине пĕлсе тăраттăмччĕ.
Теме те вăхăт кирлĕ. Чăн нушана кĕрсе ÿкнине ăнланса илме те вăхăт кирлĕ. Мана, ачаран чухăнлăхпа ăссăрлăха пĕлсе ÿснĕскере, ыттисенчен çăмăлтарах пулнă. Налук-тÿлев хыçран чупман чухне тĕнче çийĕн вĕçнĕ, канмара каннă. Пĕр япала çеç шухăшлаттаратчĕ: ывăлăма мĕн парас тенине параймастăп. Çак вăйăра вăл айăпсăр чунччĕ. Укçа кĕсье тулли пулнă, ытлашшипех пулнă. Анчах укçа нихăçан та мана ирĕклĕхрен е савăнăçран пуйтарман.
Укçа вăл епле килнĕ – çапла каять, çакна яланах пĕлсе тăнă, алран хăйăр пек юхса тăрать, ун çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Хăш-пĕр туссем, мĕн те пулин ыррине курсан: çакă манăн пулать, эп ăна тивĕçлĕ тесе пÿрне тĕллесе савăнатчĕç. Унашкал савнăçа эпĕ нихăçан та пĕлмен; тĕнче таврашĕ мана нихăçан та савăнтарман. Ыттисем. Эпир – çак тĕнчере ĕмĕлĕкесем пек çÿрекеннисем – тата эсир, эсир – урăххисем.
Мĕншĕн эпир уйрăм?
Çак уйрăмлăха курса тăни çырма хушать те мана паян.
   
Сасартăк пĕр пуссăр тăрса юлнисем, çав хушăрах тÿлесе татман налук айĕнчисем.
           *
Хирĕç каламанни майлă пулнине пĕлтерет. Хирĕç чĕнмерĕн-тĕк, хăвна сутатăтăн – хăвна чĕркуçлентернĕ системăна тÿрре кăлартăн. Система тире сÿрĕ. Çап-çара хăварчĕ. Апла пулин те: ĕçке ярăнман, çын картĕнчен тухман.
Ывăнни иртсе кайрĕ. Ăшра халиччен пулман хаярлăх вĕрет. Тăнсăр тĕнчере клише айне пулма питех ансат. Лукас Модюссон интервьюра çавнах калать тесе шутлатăп: «Урамри сăмаха никĕсе хывмалла».
Пурнăç хĕсĕнсе çитрĕ. Хĕскĕче тивĕçлĕ общество туса хутăмăр. Ĕç ĕçлесе хырăма тăрантаймастăн. Фабиан, авă, çак уйăхшăн телефонпа хваттер укçине тÿленĕ хыççăн, ултçĕр кронă вĕçне тăрса юлнă, унăн тата пĕр уйăх пурăнмалла. Каçсерен е кану кунĕсенче вăл вăрттăн консорциумра такси çÿретет. Шоферсен машшин илме укçа çитмест; пĕри, Фабианран самай ытларах укçа илекенни, çĕмĕрĕлнĕ машшинсене пухса юсать те, Фабиан пеккисене тара парать, лешсем ăна уншăн укçа парса тăраççĕ. Машшин тара илместĕн-и? – терĕ мана Фабиан. Шухăшĕ аван, анчах ниепле те унпа килĕшме пултараймарăм. СААБ-ăн кивĕ, хăлтăр-халтăр машшини çинче, каçхи кафе-ресторан умĕнче ÿссе çитмен ÿсĕр шĕвĕ сăмсасене кĕтсе ларма пултараймастăп. Йĕрĕнчĕк туйăмĕ манăн та пур. Укçа шутлама хирĕç мар, вăл мана интереслĕ те – анчах кунашкал ĕç иммигрантсем валли, мана валли мар.
 – Эс вĕсенчен хăрамастăн-и, Фабиан?
 – Нимĕн чухлĕ те.
 – Машшину çине кам ларнине пĕлместĕн вĕт-ха?
 – Пĕлмеп, ун вырăнне вĕсем эп камне пĕлеççĕ – атте çурррине – аннен упăшкине паллаççĕ.
 – Вара?
 – Вара çапла.
Урăх ыйтмарăм. Каярахпа, тен, ыйтăп та. Тата мана кирлĕ-и ку?
Вăл хула варринчен Хэрмудсдал, Кроксбэк, Фосси, Аугустенборг урлă çаврăм тăвать.
Тата унăн çурашшĕне пурте паллаççĕ. Ашшĕ çурри çинчен ыйтса пĕлсен аванччĕ, тетĕп хама.
            *
Ача чухне вак-тĕвек ĕç хăвăрт укçа тупма пулăшатчĕ, Рольфсгатанта вак ĕç бюровĕ пурччĕ. Унтан пире савăт-сапа çума, тавар пушатма, парк тасатма, япала куcарма яратчeç – пĕр сăмахпа– никам туман ĕçе ачасем тăватчĕç. Халĕ вара апла мар.
Гаване ĕçе кĕме те халĕ тус-юлташ кирлĕ. Кунта килсенех хам мĕнешкел телейлĕ çын пулнине ăнлантăм. Шăпа мана швед пултарнă. Манăн хваттер те пур. Хамăн. Тата ытти те. Çĕнĕ вырăнта хăнăхса, ĕçтешсемпе паллашса пынă май вĕсем манăн халичченхи пурнăçа тĕлĕкри пек тесе шутланине пĕлтĕм.
Кунта ĕçлекенсем çирĕм пиллĕк тултариччен пурте тăванĕсемпе пурăнаççĕ.
Пĕчĕкçĕ ыйтăм ирттертĕм, кашни кун камран та пулин: Тăвансенчен уйрăм пурăнас теместĕн-и? тесе ыйтрăм.
 – Ан шÿтле. Çирĕм ултă çулта аттепе пурăнатăп. Мĕн ырри?
 – Вара?
 – Хамăн хваттер манăн нихăçан та пулмасть.
Каярахпа Амиш хăйне уйрăм хваттер туянчĕ. Пысăк банксем ăна, виçĕ çул хушши сехетрен ĕçлесе укçа илекене, кивçен паман. Вăл темĕнле финанс пĕрлĕхĕнчен ултă хут пысăкрах процентпа укçа тупнă.
Чухăн пулни хакла ларать. Чухăна укçа нумай кирлĕ.

         *
Килти тăкака çити-çитми укçапа саплаштарма анне мел тупнăччĕ: ачисене вак укçа тыттарать те аялти лапккана чуптарать: «Çитменнине çырса хурăр, каç енне анне килсе тÿлет» – теттĕмĕр.
Пĕрре çапла. Иккĕ. Вуннă. Вăтăр хутчен çапла. Тавăрса панисем те пулнă, анчах тавăрса паманни – ытларах. Укçа çукки çынна юхăнтарать. Вăл ялан çитмест. Лапккана кĕрейми пулсан – хваттер улăштаратпăр. Çынна куçран пăхма намăсран тепĕр района куçса каятпăр.
Ирĕклĕх çинчен манпа ан калаçăр.
Мĕнрен – ирĕк? Мĕн тума – ирĕк?
Кунта пурте икшер-виçшер ĕçре ĕçлет. Хаçат салатать. Телефон суттипе аппаланать. Тимĕр-тăмăр пуçтарать. Хваттер тасатса пурăнать. Стройккăра. Механикре. Таксипе чупать. Çын туман ĕç мăй таран, ан ÿркен çеç. Кунта, Ярдента та ĕçлет. Бригадире шута илсен кашни ушкăнра ултă çын. Чылай чухне ушкăнра мансăр пуçне шведсем пулмастчĕç: «Шанса пĕтер-ха сан пеккине, – терĕ мана пĕри, – юрăхсăр çын пек калаçатăн».
Пирĕн ĕç йывăр мар. Ăна тума пуç кирлĕ мар. Тулта сакăр сехет ĕçленĕ хыççăн ултçĕр кронă тыттараççĕ. Çумăр, юр, хĕвел, тăвăл е пушар тĕтĕмĕ килсе хуплать, анчах та ĕçе вĕçлемелле. Уйăхра çирĕм кун ĕçлесен 12 000 крона яхăн тасипе илетпĕр. Япăх мар, квалификацисĕр çынна пачах та япăх мар. Кану уйăх укçи те ун шутне кĕрет. Анчах сехетрен ĕçлекен канăва нихăçан та каймасть, ыран мĕн чухлĕ укçа пулассине вăл пĕлмест. Çавăн чухлĕ илетĕп те çавна тăватăп, тееймест.
Тем пулсан та çырмаллах. Шуйттан пĕлми япаласем. Çакнашкал ятсăр вырăнсенче сехетрен ĕçлекенсенчен пĕри те талăкĕпе е уйăхĕпе ĕçлемест. Вуникĕ е вунтăватă кун, унтан ытла мар. Ку ĕнтĕ «ĕçсĕр юлнине» пĕлтерет. Ĕç Бюровĕнчен вăрттăн. Данте кĕнекинчи Лимбо. Кунта эсĕ çиетĕн те çисе тăранаймастăн. Ĕçлесе чухăнлăхран тухаймастăн. Социаллă пулăшу укçинчен сахалрах илетĕн, кунти укçапа пурăнаймастăн. Çак Лимбора пурăнатпăр. Ĕç паракана тав тăватпăр, шăхăр кăна – чупса пыратпăр.
Килетпĕр те каятпăр, пире кăларса ывăтаççĕ, «ыран ĕçе тух» темеççĕ, эпир хăратпăр, хăрав чуна кăшласа тăрать. «Ыран, Кристиан, сана валли ĕç пулмасть», – теççĕ, çемçен. Çемçе кăмăлпа: «Шел пулин те, ыран санăн килте ларма тивет!» – теççĕ.

        *
Миçе çул ĕнтĕ анне хăйпе пĕр сăнлă хĕрарăм пуррине ĕненсе пурăнать. Çав хĕрарăм ун тĕслĕ, анчах шуйттан пек усал. Вăл – унăн йĕкĕрешĕ – ĕçсе лартать те Вэрнхемсторгет варрине тухса, пурне те илтмелле: «Вăл алă пуснине пăхăр! Аллин йĕрне пăхăр! Вăрттăнлăхĕ –ал йĕрринче!» – тесе кăшкăрса çÿрет. Çав хĕрарăм темиçе шкулта, полици пункчĕсенче пулнă, çынсене чăрмантарса çÿрет. Хăйĕн евĕрккийĕ ÿсĕр çÿрени аннене пуринчен те ытларах тарăхтаратчĕ.
 – Кам та пулин явап тыттарать-ши ăна?
Анне хăй пĕр тумлам та ĕçмест. Эпĕ аннене хывман. Анне «вăрттăнлăхĕ – ал йĕрринче» тени, манăн ÿт-кĕлеткепе сăмах хушшинчи çыхăну çинчен çырнă сăввăн малтанхи йĕрки пулма пултарать. Паллах, ку – аннен пăтранчăк шухăшĕ çеç. Нимле илемлĕх те, романтизм та çук унта. Унăн чирĕ тискерлĕхпе тулать. Мана та лекмен-ши çав чир? Çакă ытларах та ытларах шухăшлаттарать. Манăн чир, çапах та, урăхларах. Анне чунĕпе те, шухăшĕпе те манран пуянрах. Унăн шăпи чаплă, урăхла пулма пултарнă. Унăн таланчĕ вĕресе тăнă, анчах та ăна пăхса тăраканĕ пулман.
Ăсран тайăласси, хăйне май, мана та килсе çапĕ.

(Третья часть книги здесь не показана). 

Комментариев нет:

Отправить комментарий